Халӗ кӳлӗ, кайран культура центрӗ

13.11.2017 16:22 | Çĕпрел (Дрожжановский) Печать

Халӗ кӳлӗ, кайран культура центрӗ

(Л. Трофимова сăнӳкерчӗкӗ). Ноябрӗн 12-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Алешкин Саплăк ялӗнче пулас часавай никӗсне янине хыпарлать «Тăван ен» хаçат. Ăна кунти Туслăх кӳллин хӗррине лартаççӗ. Сăмах май, çак вырăн малашне культура центрӗ пулса тăрӗ.

Тутарстан, Хусан Митрополичӗ Феофан тата ТР Президенчӗ Рустам Минниханов пилленипе Алешкин Саплăк ялӗнчи Николай Чудотворец ячӗллӗ храмăн пачăшки Николай атте, Кивӗ Çӗпрелӗнчи Сергий Радонежский храмăн пачăшки Павел атте тата Упири Турă Амăшӗн Хусан турăшӗн храмӗн пачăшки Владимир атте малтан кӗлӗ ирттернӗ.

Мероприятие район администрацийӗн пуçлăхӗ А.Шадриков, унăн çумӗ А.Сарафанов, Хусанти П.Хусанкай ячӗллӗ ЧНКЦ пайташӗ А.Саиткин тата ял халăхӗ хутшăннă.

Часавая ял халăхӗн тата ялти спонсорсен пулăшăвӗпе лартаççӗ. Çак ырă ӗçе пуçăннă ятпа ял халăхне тата меценатсене район администрацийӗн пуçлăхӗ Александр Шадриков тав тунă.

Меценатсем алă пуснă пил грамотиллӗ капсулăна часавай никӗсне савăнăçлă лару-тăрура хунă. 


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике