Ленинграда чăваш та хӳтӗленӗ...

14.11.2017 11:27 | ЧНКА хыпарӗсем Печать

Ленинграда чăваш та хӳтӗленӗ...

(Ирина Кузьмина. Т.Шмелева сăнӳкерчӗкӗ). Ноябрӗн 8-мӗшӗнче Ленинград облаçӗн Туслăх çуртӗнчи Чăваш культурин интерактивлă музей пӳлӗмӗнче Ленинград облаçӗнчи тата Санкт-Петербургри чăваш пӗрлешӗвӗсен пӗрлехи ларăвӗ иртнӗ. Кун йӗркинчи тӗп ыйту вӗсен хальхинче – Чăваш культурин интерактивлă музейне аталантармалли концепци.

Ларăва Санкт-Петербургри чăваш ентешлӗхӗн Шурсухалсен канашӗн пайташӗ, тинӗс-çар ăслăлăхӗн кандидачӗ, доцент, отставкăри пӗрремӗш ранг капитанӗ, чăваш таврапӗлӳçи, прозаик Виталий Арсентьевич Золотов та хутшăннă. Вăл Ленинград облаçӗнчи тата Санкт-Петербургри чăваш ентешлӗхӗ мӗнле аталанни, вăрçă хыççăн хулана çӗнӗрен ура çине тăма, наукăна, вӗрентӗве тата ыттине аталантарма хутшăннă чăвашсем çинчен каласа пачӗ.Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнче Ленинграда тата Ленинград облаçне хӳтӗленӗ чăвашсене Мухтав аллейине кӗртме кандидатурăсем сӗнчӗ.

Пӗр сăмахпа, Çурçӗрти тӗп хуламăрти ентешсен те курăмлă ӗçӗсем сахал мар, эппин кунта Чăваш культурин интерактивлă лайăх музейӗ пулмаллах. Ăна аталантарма  йăхташсем чăвашсенчен пулăшу ыйтаççӗ.

Ку ыйтупа Татьяна Шмелевăпа тата Екатерина Даниловăпа çыхăнмалла. #ЧувашиСПбиЛО #чуваши #чувашский_музей #Совет


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить