Чи лайăх комбайнерсене 100 000-шер тенкӗ пачӗç

14.11.2017 16:04 | Хусан (Казань) Печать

Чи лайăх комбайнерсене 100 000-шер тенкӗ пачӗç

 Паян Хусанта Çӗр ӗçченӗсен керменӗнче «Чи лайăх комбайнер – 2017» республика конкурсне пӗтӗмлетсе çӗнтерӳçӗсене чысларӗç.

Аса илтеретпӗр, ТР Президенчӗ Р.Минниханов кăçал республикăри чи лайăх 200 комбайнера 100-шер пин тенкӗ грант пама шантарнăччӗ. Республика хăй сăмахне тытрӗ. Çӗнтерӳçӗсене паян сертификатсем пачӗç. Конкурс августăн 3-мӗшӗнчен пуçласа сентябрӗн 25-мӗшӗччен пычӗ. Унта 1000 яхăн комбайнер хутшăнчӗ. Конкурсăн условийӗсем тăрăх, хăватне кура комбайнсене ушкăнсем çине пайланăччӗ.

Çанталăка пула вырмана кăçал икӗ эрне кая юлса тухма тиврӗ пулин те, ума лартнă тӗллевсене пурнăçларӗç çӗр ӗçченӗсем, пӳлмене 5 миллион тонна тырпул кӗчӗ.

«Çулталăк çăмăл пулмарӗ. 2000-2009 çулсенче эпир çуллен 5 е е ытларах миллион тонна тырă пухса кӗртрӗмӗр. Юлашки 7 çулта ăнмарӗ. Анчах кăçал çуллахи çанталăка пула тата пурте пӗрле тăрăшнипе çак ӗмӗте пурнăçларăмăр, Тутарстана тивӗçлӗ тухăç пухса илтӗмӗр. Тырпул акса ӳстерме тата ăна пухса кӗртме республикăра 15 пин çын тăрăшать.

5 миллион тонна тырпула ӳстерес тата пухас тесен мӗн чухлӗ тусан çăтмаллине эпир лайăх ăнланатпăр. Тăрăшуллă ӗçшӗн сире ТР Президенчӗн Рустам Нургалиевич Миннихановăн ятӗнчен тата хам ятран чӗререн тав тăватăп. Тутарстан çăкăрӗн пуласлăхӗ пур»,– тенӗ ТР ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗ Марат Ахметов комбайнерсене саламланă май. (Сăнӳкерчӗк ТР Ял хуçалăх тата апат-çимӗç министерствин сайтӗнчен).


 

 


 


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить