«Çӗпрел» промпарк 900 ӗç вырăнӗ хатӗрлет

16.11.2017 10:22 | Çĕпрел (Дрожжановский) Печать

  «Çӗпрел» промпарк 900 ӗç вырăнӗ хатӗрлет

Шăпах çапла пӗлтернӗ Çӗпрел район ертӳçи Александр Шадриков «Татар-информ» агентствăна панă интервьюра.

Эпир промпарк строительствине вӗçлерӗмӗр, халӗ хушма ӗç вырăнӗсем йӗркелекен инвесторсене тата унта ӗçлеме çамрăк специалистсене явăçтарассипе ӗçлетпӗр. 2021 çул тӗлне 900 ӗç вырăнӗ йӗркелемелле пирӗн. Ăнланмалларах каласан, ку вăл промпаркран тупăш илекен 900 çемье, – тенӗ А.Шадриков.

Кивӗ Çӗпрел ялӗнче 19,1 гектар лаптăк йышăнакан «Çӗпрел» промпарка федераллă программăпа лартнă. Вăл çаплах Тутарстанăн приоритетлă инвестици проекчӗн инвестици меморандумне кӗнӗ. «Çӗпрел» резиденчӗсем валли тупăш, пурлăх,çӗр налогӗн хакне чакарнă тата ытти çăмăллăхсем те пăхăннă. (С.Исхаков сăнӳкерчӗкӗ).


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике