«Ан йӗр эсӗ, Лена» тепӗр хут тухрӗ

24.11.2017 11:02 | ЧНКА хыпарӗсем Печать

«Ан йӗр эсӗ, Лена» тепӗр хут тухрӗ

(Любовь Левацкая). Хăш-пӗр хайлавсем вулакана ячӗпех тыткăнлаççӗ те кӗнекен юлашки страницине çитичченех хăйсенчен вӗçертмеççӗ. Николай Симунов çыравçăн «Ан йӗр эсӗ, Лена» романӗ пирки шăпах çапла калама пулать: чăваш литературинче тивӗçлӗ вырăн йышăннă хайлавӗ паянхи кун та вулакансем хушшинче чи интереслӗ кӗнеке ятпа палăрнăскер алăран алла çӳрет. Пирвайхи хут вăл 1992 çулта тухнă, унтан 2007 çулта Чăваш кӗнеке издательствинче пичетленнӗччӗ. Унтанпа вунă çул иртрӗ, Чăваш кӗнеке издательствине ăна тепӗр хут пичетлеме май çук-ши текен çырусем тăтăшах килсе тăчӗç.

Нумаях пулмасть Николай Симуновăн (1937-1997) «Ан йӗр эсӗ, Лена» романӗ вулакансем патне виççӗмӗш хут вӗр çӗнӗ хуплашкапа çитрӗ. Вăл Чăваш кӗнеке издательствинче 1000 экземпляр тиражпа пичетленчӗ. Кăмăла кайнă сăнарсем хуплашка çинче çавăн пекех илемлӗ те чуна çывăх. Хайлав икӗ кӗнекепе тухрӗ.

Пӗрремӗш кӗнекинче Якурпа Ленăн ачалăхпа çамрăклăхне кăтартса панă. Ашшӗ-амăшӗ ӗçкине пула çамрăклах тăлăха юлнă пӗртăвансен пурнăç урапи тумхахлă çулпа чупса каять. Роман синкерлӗ пулăмпа пуçланать: Ленăпа Якурăн çурчӗ çунать. Ырă чӗреллӗ кӳршӗсем тӳрех унта васкаççӗ. Мӗн кураççӗ-ха унта вӗсем? «...Люба чи малтан диван патне вирхӗнсе пычӗ. Анчах та унта юман кӗрешӗ пек тӗреклӗ кӗлеткеллӗ палламан çын выртнине курса каялла чакрӗ, хăраса кăшкăрса ячӗ:

Кунта такам выртать! – илтрӗç ун сассине урамра кӗпӗрленсе тăракансем. – Темле палламан çын...»

Якурпа Лена килӗнче кам вилли пулнине пӗлес тесе самай тар тăкма тивӗ Плешков следователӗн. Ачасене Ытар мучипе Люба кӳршисем пăрахмаççӗ, кирек хăш йывăр самантра вӗсем патне пӗлнӗ пекех вăхăтра çитеççӗ.

Иккӗмӗш кӗнекере Ленăпа Якур çемьеллӗ çынсем. Тинех савăнса пурăнас, телей курас вăхăт çитрӗ ӗнтӗ, апла пулин те вӗсене ăмсанаканпа кӗвӗçекенсем юнашарах иккен. Аскăнчăк та çăмăлттай Машăпа Даша пӗртăвансене пăтратса яраççӗ. Çак тӗрӗслав витӗр тухайӗç-ши Ленăпа Якур?

Кӗнеке сюжечӗ хивре кăна мар, чӗлхи те пуян унăн, автор монологсемпе час-часах усă курать: «...Йӗр, Лена, йӗр! Асаплă куççулӗ таса çӗр çине мар, «анне» ята тивӗçсӗр хӗрарăмсен арки çине тумлатăр, пурнăç пӗлтерӗшӗ çинчен шухăшлаттартăр...» Çакăн йышши чуна пырса тивекен монологсенче пытаннă та авторăн вулакана калас текен шухăшӗ. Çавăнпа кӗнеке аслисен те, пурнăçăн анлă çулӗ çине тухакан çамрăксен кăмăлне те çавăрса илетех пулӗ тетӗп.


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике