Туслăх кӗпер тутарать

26.11.2017 23:13 | Нурлат (Нурлатский) Печать

Туслăх кӗпер тутарать

Кăçал кӗркунне Нурлатри «Асамат кӗперӗ» литпӗрлешӳ 10 çул тултарчӗ. Унăн ӗçне хаçат ӗçченӗсемсӗр пуçне сăвăçсемпе калав çыракансем, шкул ачисем хутшăнаççӗ. Ноябрӗн 25-мӗшӗнче районти Туслăх Çуртӗнче «Асамат кӗперне» халалланă литература уявӗ пулса иртрӗ.

Хăйӗн ӗмӗрне илемлӗ литературăпа çыхăнтарнă çынсем ытти районсенче те сахалăн мар, анчах та Аксу районӗнче те, Пăва тăрăхӗнче те кун пек ушкăнланса ӗçлени çук. Нурлатсене вара «Туслăх» пӗрлештерсе тăрать. Çак редакци çумӗнче тӗвӗленет те калем ăстисен ӗçӗ. Акă ӗнтӗ иккӗмӗш сăвăсен пуххине кăлараççӗ вӗсем пӗрлешсе. Уйрăмшарăн та кӗнекесем пичетлесе кăлараççӗ. Тухăçлă ӗç, мухтамалла.

Эпир Нурлат çӗрӗ çинче пурăнса чăваш литературине пуянлатнă Михаил Захаров, Федор Савгачев, Василий Орлов, Елизавета Илюшкина пултарулăхне пысăка хурса хаклатпăр. Паянхи кун вӗсен пархатарлă ӗçне Валентин Бурайкин, Андиян Григорьев, Маргаритта Литта, Иван Актай тата ыттисем малалла тăсаççӗ. Вӗсем сăвă çырас ӗçе çамрăксене явăçтараççӗ.

Уяв кунӗнче литпӗрлешӳ хастарӗсене Нурлат районӗн пуçлăхӗн, Чăваш наципе культура центрӗн Хисеп хучӗсем парса чысларӗç. Сăвăçсен ячӗпе нумай ырă сăмах каларӗç ятне чӗннӗ хăнасем.

Сăвă вуласа, юрă юрласа, купăс каласа савăнчӗç чăваш литературине чунтан парăннă çынсем. Иккӗмӗш сăвăсен пуххине кăларма пулăшнă çынсене чунтан тав турӗç. Районти, Самар облаçӗнчи чăваш юрăçисем кӗнеке уявне тата илемлӗрех турӗç.  


Константин Малышев


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике