Тăван чӗлхемӗр миçе уран уксахлать-ши?

27.11.2017 09:05 | ЧНКА хыпарӗсем Печать

 Тăван чӗлхемӗр миçе уран уксахлать-ши?

Хальхи ял шкулӗнче вӗренекен нумай чăваш ачи хăй тăван чӗлхепе мӗн вуланине ăнланмасть. Пачах та пурте мар ӗнтӗ, анчах та вулав текстӗнче ăнланман сăмахсене 50 процент таранччен тӗлпулакансем сахалăн мар. Çакăн пек пӗтӗмлетӳ тума мана, шел пулин те, нумай пулмасть Хусанта иртнӗ наукăпа практика конференцийӗ хистерӗ. Унта вӗнерекенсем тăван чӗлхесемпе вулав ирттерчӗç, çав шутра чăвашсем те.
Тӳрех каласа хăвармалла, пӗтӗмӗшле илсен, çак тӗлпулу мана килӗшрӗ. Питӗ интереслӗ конференциччӗ, ăна Хусанти тин çеç уçăлнă шкулта питӗ аван йӗркленӗ. Чăваш филологи секцийӗнче те хутшăнакан нумай. Ачасем суйласа илнӗ темăсем те тӗлӗнтереççӗ. Хутшăнакансен географийӗ те анлă, тутарстансем кăна мар, Чăваш Республикинчен те килнӗ. Апла-тăк конкуренци çӳллӗ шайра пулать. Чăнах та, хăш-пӗр докладчиксем хăйсен сăмахне вӗçленӗ хыççăн тăрса алă çупас килчӗ. Питӗ интереслӗ, витӗмлӗ, хăюллă. Иӗн чухлӗ çӗнӗлӗх кӗртнӗ тӗпчев ӗçӗсене! Мухтамалла. 
Çавăнпа пӗрлех шухăшлаттаракан хурланмалли самантсем те пулчӗç.  

Вӗренекенсен хăйсем çырнă тӗпчев ӗçӗсене тăван чӗлхепе вуламаллаччӗ. Шакăлтаттарса вулакансем савăнтарчӗç. Вӗсемпе пӗрлех çак ансат ӗçре такăнакансем пулкалани тӗлӗнтерчӗ. Тӗрӗс мар илтӗнекен тăван сăмахсем шăвăçа пăтапа чӗрнӗ евӗр хăлхана ыраттарчӗç. Ăçтан пӗлетпӗр-ха эпир ача сăмаха ăнланманнине? Чăваш сăмахӗсенче ударение тӗрӗс мар лартнинчен. Тата текстри пӗр-пӗр сăмахра «ӗ» тăрри сиксе юлнă пулсан, ача вăл сăмаха «е» сасаллипе çырнă пек вулать. Тӗслӗхрен «пӗлӗт» сăмаха «пелет» тесе вулать. Çав вăхăтра контекстра ун çумӗнче «шурă» сăмах пулсан та...


Çак çирӗплетӗве хирӗçлесе ачасем конкурс комиссийӗ тата педагогсем умӗнче вуланă вăхăтра питӗ хумханнă тесе калама пулать. Ударенине – вырăнти пуплев хăййевӗрлӗхӗпе. Анчах та доклад вӗçленнӗ хыççăн ыйтусем çине хуравланă чухне те вӗренекенсенчен хăшӗсем урăх чӗлхепе шухăшлани сисӗнчӗ. Вӗсем предложенисене чăвашла тӗрӗс йӗркелеймеççӗ. Хуравне ытларах чухне «Хăçан эпӗ пуçларăм...» сăмах майлашăвӗнчен пуçлаççӗ. Вырăсла вăл йӗркеллех: «Когда я начал... Анчах та чăвашла тӗрӗс мар пулса тухать вӗт. Апла-тăк, ача вырăсла шухăшласа хуравлать, чăвашла мар.

 

Хăш чухне комисси ыйтăвне ăналанманнипе, докладчиксем, каçарăр та, ступора кӗрсе ӳкеççӗ. Ыйту çине хуравлайманни вăл ача темăра нимӗн те ăнкарманнине, вулав текстне хăй хатӗрлеменнине çеç çирӗплетет. Намăссăр педагог вара хӗреле те пӗлмест. Тен вăл хăнăхнă-тăр ӗнтӗ класӗнчи ачасен пӗлӳ шайӗ çапларах пулнине.

Тӗрӗссипе каласан, кунта чи хăрушши çакă мар. Кунта чи хăрушши – вăл ача класра чăваш чӗлхипе малта пыракан вӗренекен пулни! Ăна вӗт педагог ахальтен илсе килмен Хусана – çӗнтересси килет унăн. Грамотăшăн лайăх преми параççӗ пуль-ха. Енчен те чи лайăх вӗренекен çапларах пӗлӳ шайӗпе «савăнтарать» пулсан, ыттисен пӗлӗвӗ мӗнлерех вара?..
Хусанти йӗркелекенсене те хытарса калас килет: филологи пӗлӗвӗсӗр çынсене кун пек конференцири жюрине лартма юрамасть.  

Мӗнле пӗтӗмлетӳ тума пулать çакна вуланă-курнă хыççăн? Вăхăчӗ-вăхăчӗпе мана чăваш ачисем хăйсен тăван чӗлхипе мар, акăлчан е француз чӗлхипе вуланăн туйăнать. Пирӗн вӗрентӳ меслетлӗхӗ (методики) уксахлать-и, учителӗсем ӗçлесе çитереймеççӗ-и, чӗлхене вӗрентме сехет сахаллипе çапла пулса иртет-и, е ачисем пачах та вӗренесшӗн мар-и чăвашла?
Çак ӗç-пуç вӗт ТĂВАН ЧӖЛХЕ пирки пӗлтерӗшлӗ суйлав тунă вăхăтра пулса иртет.  

Хуравне тӗрӗс палăртма йывăр. Сехет çитмест тесе калас пулсан, лайăх вулакан, хăйсен шухăшӗсене чăвашла тӗрӗс ăнлантаракан ачасене те куртăмăр. Вӗсем пачах та учитель ачисем марччӗ. Апла-тăк сехет шучӗ ыттисенни пекех, ӳсмен. Тен вӗсем килӗсенче вырăсла мар, хамăр чӗлхепе калаçаççӗ?.. 


Константин Малышев


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике