Хит çыртармалăх композитор çук

27.11.2017 11:40 | ЧНКА хыпарӗсем Печать

Хит çыртармалăх композитор çук


Чăваш эстрадинче тарăн кризис. Çакна сцена çине тухакан паллă артистсем хăйсем те çирӗплетеççӗ. Вӗсем вăтанмасăр вырăс е ытти халăх юррисен кӗввисемпе халăх умне тухнине час-часах курма пулать. Юрать-ха сăмахӗсем чăвашла.
Ак нумай пулмасть, пӗр юрăç хăй шухăшӗсене пирӗн хаçата пӗлтерчӗ. Унăн сăмахӗсемпе, хальхи куракан-итлекене тивӗçтермелӗх хит çыртарма – композитор çук Шупашкарта. Николай Карлин вилчӗ. Юрий Кудаковăн кӗввисем аслă çултисем валли, Анатолий Никитинăн юлашки паллă хичӗсем - «Урхамахсем тăраç тапăртатса» тата «Тăван яла таврăнсан» - тухнăранпа 20 çул ытла иртрӗ. Ыттисем е ытла хаклă ыйтаççӗ, е пултарулăх кризисӗнче. Çавăнпа урăх халăхсен кӗввисене илме тивет те юрăçсен. Плагиат, автор прави текен ăнлавсем вӗсемшӗн чăнахах та иккӗмӗш вырăнта ахăр. Çапах хальхи вăхăтра РАО-та çывăрмасть...
Эстрадăра хитпа палăрмасан, çынсем сана часах манаççӗ. Ялан мӗн-тӗр çӗнни кирлӗ. Ăна шутласа кăларма вара ай-уй йывăр нота пӗлмен çынна...

(Ютубри «Чувашская песня» каналран илнӗ видео) Çавна кура хальхи вăхăтра эстрада юрăçӗсем пурте тенӗ пекех концертра такмаксем юрлаççӗ. Кӗвви халăхăн, сăмахӗсем – халăхăн. Никама та автор гонорарӗ тӳлемелле мар. Çавăрттараççӗ вара тӗрлӗрен çав такмака. «Атя, кайрăмăр! Яра пар! Хоп-хоп, – тесе ташлаттараççӗ вӗсем клуба пухăннă халăха, – «Московски» сиктерет!».  


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(1 голос)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике