Дистанцие чупса тухнисене чăваш мунчи кӗтет

28.11.2017 12:35 | Пĕкĕлме (Бугульминский) Печать

Дистанцие чупса тухнисене чăваш мунчи кӗтет

(Ирина Кузьмина. К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ). Пӗкӗлмере пурăнакан хисеплӗ ентешӗмӗр, обществăлла ӗçчен, килти музей йӗркелӳçи Владимир Стефанович Белов акă ӗнтӗ виçӗ çул аптека мӗн иккенне пӗлмест, мӗншӗн тесен чирлемест. Ытти пин-пин çынсем пекех вăл та чир-чӗрпе аптăраман çын мар-ха, çулталăкне пӗрре те пулсан ОРВИпе чирлесе илнех. Анчах халӗ урăх калаçу.

65 çулта пенсие тухрăм та, пуç, шăмăсем ыратма тытăнчӗç, çӗрӗпе çыврайми пултăм, больницăра та выртса тухрăм. Вилетӗп пулӗ тесе шухăшларăм хам ăшра. Мӗн тăвас тетӗп. Мăшăрпа эпир качакасем тытатпăр. Вăрман патне янă качакасем патне кайнă чух чупса пăхас-ха тетӗп, 200 метр кăна-ха унта. Чупаймастăп, хашкана ертӗм. Вăт çакăн хыççăн чупма шутларăм та. Виçӗ çул чупатăп ӗнтӗ. Халӗ пӗрре те чирлеместӗп, тахçан аптратнă чирсем те иртсе кайрӗç, – терӗ Владимир Стефанович паян «Сувар» хаçат редакцине килсен.

Сывлăха çирӗплетес шутпа кăна чупма тытăннă ентешӗмӗр спортпа чирлесех кайнă. Вăл паян марафонец. 2016-2017 çулсенче кăна Тутарстанри Таtar.Run чупусен ярăмне хутшăнса вăл Хусан, Сакт-Петербург марафонӗсене, Анат Кама, Çырчалли тата Анат Кама çурмамарафонӗсене хутшăннă. Хусанта, тӗслӗхрен, 65+ çулсенчи  900 çынран финиша 9-мӗш çитнӗ. Хăçан-тăр 200 метра та чупайманскер, паянхи кун уншăн 42 çухрăм ним те мар. Çак дистанцие вăл 4 сехет те 15 минутра чупса тухнă.

Тăватă сехете тăсăлнă дистанцие чупнă вăхăтра организм шывсăрланать, чупас килми те пулать, шыв та ӗçес килет, шывне параççӗ-ха унта, çапах та юнашаррисене пăхатăн та вӗсем хуллен кăна тӗпӗлтетеççӗ, вӗсенчен юлмастăн. Чупса тухсан вара çак йывăрлăха çӗнтернӗшӗ чун савăнать. Çак туйăм килӗшет те мана. Чупсан шухăшсем те вырăна лараççӗ, нимӗнле усаллăх та юлмасть, проблемăсем те унчченхи пек пысăк курăнмаççӗ: ÇКХ ыйтăвӗсем çук халь маншăн, ачасем ӳснӗ, качака валли çителӗклӗ утă тунă, урăхла каласан, хам йӗри-таврари лару-тăрупа, пурнăçпа кăмăллă эпӗ. Нумай вулатăп, кроссворд тупсăмӗсене шыратăп, – тет вăл.

Марафонеца ытти çынсем, уйрăмах водительсем, ăнланманни кăна кăшт тарăхтарать. Çул хӗррипе чупакан вӗсене чăрмантарать имӗш, хăшӗ-пӗри кăшкăртса е йӗпе-сапа çанталăкра пыльчăк сапса хăварма та именмест иккен. Ку та чăрмав мар ентешӗмӗршӗн, вăл кунран та мелне тупнă. Унчченхи пек çул тăрăх мар, паркра чупма тăрăшать.

Владимир Стефанович декабрӗн 9-мӗшӗнче 70 çул тултарать. Юбилее вара хăйне евӗрлӗ паллă тума шутлать. Пӗкӗлме районӗнчи чăваш ялӗсем патне çуран чупать, декабрӗн 10-мӗшӗнче вара Пӗкӗлмери ӗмӗрхи çулăм патӗнчен тытăнса тăван Наратлă ялӗнчи Тăван çӗршыв вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк патне чупу йӗркелет. 

 

 


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике