Саламлатпăр!

29.11.2017 15:52 | Нурлат (Нурлатский) Печать

Саламлатпăр!

Нурлат районӗнчи Сосновка ялӗнче пурăнакан Геннадий Дмитриевичпа Светлана Николаевна САМСОНОВСЕМ пӗрлешсе çемье çавăрнăранпа ноябрӗн 26-мӗшӗнче 43 çул çитет. Эпир вӗсене фланель туй ячӗпе ăшшăн саламлатпăр, пӗр-пӗрне юратса тата нумай çул пӗрле пурăнма сунатпăр. Эпир вара, ачăрсем, сире савăнтарсах тăрăпăр.
Çулсем иртни ан кӳтӗр тунсăх,
Вăй-хал тапса тăрайтăр иксӗлми.
Сире савса сунатпăр ырлăх-сывлăх,
Утсамăр пурнăç çулӗпе пӗр такăнми.
Хӗрӗсемпе кӗрӳшӗсем, мăнукӗсем, Алексеевсемпе Ванягинсем.


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике