Чăваш Енри Уткинсем «Раççейри çулталăк çемйи – 2017»

30.11.2017 11:12 | ЧНКА хыпарӗсем Печать

Чăваш Енри Уткинсем «Раççейри çулталăк çемйи – 2017»

( Ирина Кузьмина. А. Геодакян сăнӳкерчӗкӗ).Пурнăçри йывăр лару-тăрури ачасене пулăшакан Фондпа РФ Социаллă хӳтлӗх министерстви ирттерекен «Çулталăк çемйи» Пӗтӗм Раççей конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Кăçал çӗршывăн тӗрлӗ кӗтесӗнчен заявка панă 322 çемьрен 82-шӗ «Йышлă ачаллă çемье», «Çамрăк çемье», «Ялти çемье», «Йăла-йӗркене упракан çемье», «Раççейӗн ылтăн çемйи» номинацисенче çӗнтернӗ. Çӗнтерӳçӗсен йышӗнче чăвашсем те пур, вӗсем Чăваш Енри Патăрьел районне кӗрекен Чăваш Ишекӗнче пурăнакан Каролинăпа Анатолий Уткинсен çемйи. Йăхташсем «Йышлă çемье» номинацире çӗнтернӗ.

Ноябрӗн 23 тата 24-мӗшӗсенче çӗнтерӳçӗ-çемьесене Мускавра «Измайлово» концерт залӗнче чысланă. Уткинсем çак мероприятие хăйсем кăна кайман, ултă ывăлне те пӗрле илнӗ. Ку çемьере 11 ача ӳсет, вӗсенчен 9-шӗ усрава илнисем. Аслă икӗ хӗрӗ ӳссе çитӗннӗ ӗнтӗ, çемьеллӗ, хăйсем те анне пулнă. Ыттисем вара хальлӗхе ашшӗ-амăшӗпе пӗрле пурăнаççӗ-ха.

Ача усрава илме вӗсене 10 çул каялла пӗчӗк ывăлӗ валли урамра выляма ача çукки хистенӗ иккен. Малтан виçӗ ачана усрава илсе пăхнă. Унтан çул хыççăн çул тата ултă тăлăх кунта хӳтлӗх тупнă.

Уткинсен хуçалăхӗ те пӗчӗкех мар иккен, вӗсем ултă ӗне, пăрусем, хурсем, чăхсем, вӗлле хурчӗсем тытаççӗ. Пысăк çемьере выльăх-чӗрлӗхсӗр пурăнма май çук. Çапла ачасем мӗн пӗчӗкрен ашшӗ-амăшне пулăшма вӗренсе ӳсеççӗ. Чи пысăк йывăрлăх чи малтан амăшӗ çине тиенет, паллах, унăн кунне темиçе хутчен апат пӗçерме, куллен кӗпе-йӗм çума, кил-çурта тирпейлеме тивет-çке. Апла пулин те чăваш хӗрарăмне ку хăратмасть, вăл хăй те йышлă çемьере çитӗннӗ, ӗмӗрӗпех шкулта ӗçленӗ, пӗр сăмахпа, опычӗ пысăк.

Уткинсем Мускавран хавхаланса таврăннă, вӗсем хаклă парнесемпе пӗрле «Çулталăк çемйи – Раççей 2017» хисеплӗ кӗнекене тивӗçнисӗр пуçне Раççейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчи çемьесемпе те паллашнă-çке. 


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике