Василина, ăнăçу сана!

30.11.2017 12:08 | ЧНКА хыпарӗсем Печать

Василина, ăнăçу сана!

Декабрӗн 2-мӗшӗнче Шупашкарта «Раççей чăваш пики-2017» пултарулăхпа илем конкурсӗ пулать. Кăçал Тутарстан чысне Çырчалли пики Василина Романова хӳтӗлет. Хисеплӗ ентешсем, уйрăмах Шупашкарта тата ун çывăхӗнче пурăнакансем, Василинăна тӗрев пама ыйтатпăр. Кун валли сирӗн «Раççей Чăваш пики» конкурса курма пымалла çеç. Раççейри чи хитре чăваш пикисен конкурсӗ Шупашкарти Культура Институтӗнче (Энтузиастсен урамӗ, 26-мӗш çурт) 14 сехетре пуçланать.

Василина, ăнăçу сана!


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(1 голос)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике