Саламлатпăр!

01.12.2017 10:14 | Çĕпрел (Дрожжановский) Печать

Саламлатпăр!

Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмелӗнче пурăнакан Клавдия Васильевна ЛЯНКИНА (СИМУЛИНА) декабрӗн 1-мӗшӗнче 80 çул тултарать. Вăл çакăнтах çуралнă, ӗмӗрне те çакăнтах ирттерет. Çамрăкла пуçласа мӗн тивӗçлӗ канăва кайиччен вăл вырăнти хуçалăхра вăй хунă: бригада ӗçне çӳренӗ, пăрçа çулнă, чӗкӗнтӗр çумласа çитӗнтернӗ, ăна кӗркунне кăларнă. Мăшăрӗпе Петр Федоровичпа вӗсем 7 ача çуратса ӳстернӗ, пурнăçăн анлă çулӗ çине тăратнă.
Çывăх çыннăмăра менелник ячӗпе ăшшăн саламлатпăр, ырлăх-сăвлăх та чăваш сурпанӗ пек вăрăм ӗмӗр сунатпăр. Кунусем çурхи хӗвел пек çутă пулччăр. Пурнăç илемӗпе, ачусен, мăнукусен ырлăхӗпе савăнса пурăн. Эсӗ пирӗншӗн яланах ырă тӗслӗх, эпир сана хисеплетпӗр, юрататпăр. Телейлӗ пул!
Нихăçан вăй-хал ан чактăр,
Пул эс сывлăхлă ялан.
Эпир ăшшăн саламлатпăр
Ыр сунса сана чунтан!
Ачисем, вӗсен çемйисем, мăнукӗ, кӗçӗн мăнукӗ, тăванӗсем.


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике