Хӗл Мучисем ăмăртрӗç

01.12.2017 10:25 | Анат Кама (Нижнекамский) Печать

Хӗл Мучисем ăмăртрӗç

Анат Камăри «Семья» паркра Хӗл Мучисен конкурсӗ иртрӗ. Унта кăмăл пуррисен пурин те хутшăнма май пурччӗ. Кăçал конкурса 6 претендент хутшăнчӗ. Вӗсен хушшинче Анат Кама телерадио­компанийӗн представителӗ те пурччӗ – пӗлтӗр Хӗл Мучин алран-алла куçакан туйине шăпах вăл çӗнсе илнӗччӗ.
Паркра пуçтарăннă ача-пăча юмахри сăнарсене хăвăрт асăрхарӗ те вӗсемпе сăн ӳкерӗнес шанăçа вӗçертмерӗ. Унтан сухаллă «асаттесем» пӗр рете тăчӗç те çула, тӗрӗсрех каласан ăмăртăва, тухрӗç. Вӗсенчен кашниех творчествăлла номер хатӗрленӗччӗ. «Асаттесен» задачи – кӗске вăхăтра хăйӗн пултарулăхне кăтартса куракансен асӗнче юлассиччӗ.
Кашни Хӗл Мучиех куракансене хăйне май савăнтарма тăрăшрӗ. Мӗншӗн çак конкурса ноябрь уйăхӗнче ирттерес тенӗ-ха йӗркелӳçӗсем? Ӗçӗ акă мӗнре иккен: ноябрӗн 18-мӗшӗнче Раççейре çулсерен Хӗл Мучин çуралнă кунне паллă тăваççӗ. Шур сухаллă асамçă хăçан çурални паллă мар, анчах та унтанпа 2000 çул ытла иртнине пурте тӗшмӗртеççӗ.
Паллах, конкурса хутшăннă кашни Хӗл Мучинех ăна пулăшакан, хавхалантаракан ушкăнсем пурччӗ. Ак, тӗслӗхрен, «НТР 24» телеканалăн корреспонденчӗ Юрпике костюмне тăхăнса хăйӗн Хӗл Мучине хавхалантарчӗ.
Кăçал çак конкурсра унта хутшăннă пӗртен-пӗр хӗрарăм Галина Власьева çӗнтерчӗ. Вăл 90-мӗш номерлӗ ача садӗнче воспитательте ӗçлет. Хӗл Мучин куçса çӳрекен туйи шăпах ăна лек­рӗ. 1-мӗш вырăна районти Культура çурчӗн артисчӗ Назиф Мордоханов, 2-мӗш вырăна 34-мӗш номерлӗ чăваш гимнази-интернатӗнче 10-мӗш класра вӗренекен Максим Симонов, 3-мӗш вырăна Анат Кама телерадиокомпанийӗн штатри Хӗл Мучийӗ Рафаэль Ракипов тивӗçрӗç.


Людмила Ильгузина


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике