Пирӗн Василина çӗнтерӳçӗсен йышӗнче!

02.12.2017 21:17 | ЧНКА хыпарӗсем Печать

Пирӗн Василина çӗнтерӳçӗсен йышӗнче!

Тин кăна Шупашкарта «Раççей чăваш пики-2017» Пӗтӗм Раççей конкурсӗ вӗçленчӗ. Унта хутшăнма кăмăл тунă регионсен шучӗ кăçал пӗлтӗрхинчен те нумайрах, чи хитре те пултаруллисем Иркутск, Чулхула, Самар облаçӗсенчен, Пушкăртстанпа Тутарстанран тата Тюменьрен килнӗ.  Яланхи пекех чи нумай конкурсант Чăваш Енрен. Çапла вара паян Раççейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчи 21 хӗр «Раççей чăваш пики» титулшăн кӗрешрӗç.

Тутарстан чăвашӗсен чысне Çырчалли хулин чипер пики Василина Романова хӳтӗлерӗ. Василина 11-мӗш класра вӗренет, хальхи вăхăтра  Çырчаллинчи чăваш çамрăкӗсен союзне ертсе пырать, «Чӗкеç» фольклор ансамбльне те çӳреме ӗлкӗрет.

Палăртса хăварар, Раççей конкурсне пикесене çулсерен вăйлă команда – «Чăваш пики» республика конкурсӗн дирекцийӗ (ертӳçи С.Чаркина) хатӗрлет. Çавăнпа Тутарстан пикисем çулсерен çӗнтерӳçӗсен йышӗнче. Пӗлтӗр «Раççей чăваш пики» титула КФУра вӗренекен Çӗпрел пики Ксения Романова тивӗçнӗччӗ. Кăçал та пирӗн чăваш пики çӗнтерӳçӗсен йышӗнче, Василина Романова «Чăваш Ен тулашӗнчи чи пултаруллă пике» номинацире çӗнтерчӗ. Саламлатпăр!

«Раççей чăваш пики – 2017» титула кăçал Чăваш Енри Йӗпреç район пики Луиза Ильна çӗнсе илчӗ. «Вице Раççей чăваш пики» Чăваш Енри Комсомольск районӗнчи Алина Галкина, «Куракансем кăмăлланă пике»  Пушкăртстан чăваш пики Анастасия Федорова пулчӗç.

 


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(1 голос)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике