Кам пӗлнӗ-ха хӗлле юр çăвасса...

06.12.2017 16:28 | Хусан (Казань) Печать

Кам пӗлнӗ-ха хӗлле юр çăвасса...

Раççее ăспа ăнланма çук тесе ахальтен калман-тăр çав, хӗл ир килсен те, кая юлсан та пирӗн коммунальщиксемшӗн кӗтменлӗх. Юр виçӗ пӗрчӗ ӳксенех хуласенче коллапс пуçланать: унта пробка, кунта авари... Çулсене тасатманнине пула транспорт юхăмӗ тăпах чарăнать. Ун чух пирӗн чиновниксен пӗр хурав – юр нормăринчен нумай ӳкнӗ, юр çăвасса кӗтмен... Анекдот темӗн-и? Хусанта та акă тунтикунпа ытларикун коммунальщиксемшӗн хӗлле кӗтмен çӗртен пуçланчӗ. Нумай çыннăн ирхине пробкăра самай ларма тиврӗ. Енчен те çӗрлех çулсене тасатма тухнă пулсан кун пекки пулмастчӗ те пуль, анчах кам пӗлнӗ-ха хӗлле юр çăвасса, çитменнине тата кăçал?

«Иртнӗ çулсенчипе танлаштарсан, декабрӗн 5-мӗшӗнче талăкри нормăран виçӗ хут нумайрах юр çурӗ, хуларан 10 пин те 856 тонна юр тиесе тухрăмăр», – терӗç Хусан мэрийӗн представителӗсем хула урамӗсенчи лару-тăрăва мӗнле те пулсан тӳрре кăларас шутпа. Хӗлле пуçланнăранпа вӗсем 19728 тонна юр тăкма та ӗлкӗрнӗ иккен. Çулсем пăрланассинчен ятарлă хатӗрсем кăна 1251 тонна тăкнă. Çӗр çине ӳкнӗ пӗрремӗш юр та çакăн чухлӗ шăв-шав çӗклерӗ пулсан, тăвансем, тинех хӗлле çитрӗ. 


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике