Полици пӗлмен схема çук

06.12.2017 17:37 | Хусан (Казань) Печать

Полици пӗлмен схема çук

(Ирина Кузьмина. С.Исхаков сăнӳкерчӗкӗ). Наркотик салатма килӗшсе хăвăрт тата нумай укçа ӗçлесе илме пулать тетӗр пулсан – йăнăшатăр. Кун пек «ӗçӗн» пӗр çул – тӗрме. ТР ШӖМӗн Наркотиксен çаврăнăшӗн контролӗн управленийӗн ертӳçи Вадим Костюнин «Татар-информ» ИАра паян иртнӗ пресс-конференцире пӗлтернӗ тăрăх, полици кун пеккисенчен пуринне те тенӗ пекех наркотикпа суту-илӳ тума тытăничченех йӗрӗ çине ӳкет. Тытса чарнисенчен нумайăшӗ наркотик салатнăшăн нимӗн те пулмасть тесе шутлать. Вӗсем хуçана та, туянакана та куçпа курмаççӗ вӗт. Наркотика вăрттăн вырăнсене хурса хăвараççӗ, укçана электронлă тӳлев системипе илеççӗ.

Паянхи кун тӗлне наркотиксен 80 проценчӗ интернет-лавккасем урлă сарăлать. Сăмах май, «ассортимент» пирки калас пулсан, героинпа иртӗхекен наркоман Тутарстанра хальхи вăхăтра нумай мар, ытларах синтетикăлла наркотика суйлаççӗ, йӳнӗрех пулнипе. Кризис тени вӗсем патне те çитрӗ-тӗр çав.

Наркотик пирӗн тăрăха пӗр çулпа кăна килменни те паллă, кăçал кăна полици ӗçченӗсем çакăн пек 35 канала хумпа пултарнă, 277,3 килограмм наркотикла япаласене (синтетика, марихуана, гашиш, героин) туртса илнӗ. Ку вăл пӗлтӗрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан самай нумайрах. 3,5 пин наркопреступление шута илнӗ. Шел те, наркотиксем енчен лăпкă мар регионсем паян Мускав, Санкт-Петербург хулисем, Пушкăртстан, Удмурт республикисем, Самар, Челябинск, Томск, Белгород облаçӗсем, Перьм карайӗ шутланаççӗ. 


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике