Пӗтӗмлетрӗç, плансем турӗç

13.12.2017 14:45 | Анат Кама (Нижнекамский) Печать

Пӗтӗмлетрӗç, плансем турӗç

Анат Камăри 34-мӗш номерлӗ гимназире куллен тӗрлӗ мероприятисем ирттерсех тăраççӗ. Ак, нумай пулмасть унта Халăхсен туслăхӗн фестивалӗ иртрӗ. Вăл гимназире кашни çулах иртекен мероприятисенчен пӗри. Фестиваль пуçланиччен кашни класа пӗр-пӗр халăха суйласа илме май параççӗ. Вара гимназистсем суйласа илнӗ халăха «презентацилеççӗ» – çак халăх çинчен каласа параççӗ: вӗсен культури, историйӗ, апат-çимӗçӗ, йăли-йӗрки, паллăрах çыннисем пирки те каласа хăвараççӗ, юлашкинчен вара пӗр-пӗр илемлӗ номер: е юрă, е ташă кăтартса параççӗ. Кăçал чăваш, вырăс,белорус, армян, азербайджан, мари, чикан,удмурт, молдаван, кӗрешӗнсем çинчен каласа кăтартрӗç ачасем.
Раштав уйăхӗн 1-мӗшӗнче вара гимназире черетлӗ тӗлпулу иртрӗ. 28 çул каялла çак кун хулари чăвашсем Наталья Александровна Зотеева тăрăшнипе чăвашсен ентешлӗхне пуçтарнă. « Тамаша» халăх театрӗ, «Шăнкăрав» ансамбль артисчӗсем, ветерансем, шкул ӗçченӗсем Анат Камăри чăваш обществине йӗркелекенсене те аса илсе хăварчӗç: Н.А.Атряскина, Б.П.Никитина, Н.А.Зотеевăна, Н.Я.Пильщикова... Шел пулин те, Н.А.Зотеевăпа Н.Я.Пильщиков чирленӗ пирки çак уява килменччӗ.
Чăваш центрӗн хастарӗсем çитес çул валли плансем те палăртса хучӗç, иртекен çулăн ӗçӗсене пӗтӗмлетрӗç, Г.А.Ляхова кăçалхи юбилярсене Тав хучӗ парса чысларӗ: Д.И.Храмовпа С.А.Иванова - 80 çулхи, А.В.Илюхина - 70 çулхи юбилей ячӗпе. Чăваш юрри те янăрарӗ çак каç, чăваш ташши те савăнтарчӗ пурне те.
 


Людмила ИЛЬГУЗИНА


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике