Ӳссен тухтăр пуласшăн

13.12.2017 14:47 | Çĕпрел (Дрожжановский) Печать

Ӳссен тухтăр пуласшăн

Даниил Павлов мана Совет тапхăрӗнчи пионера аса илтерчӗ: хăйне тыткаланипе те, сăн-пичӗпе те, калаçнă чухнехи хавхаланăвӗпе те. Раççей Федерацийӗнчи халăхсен чӗлхисемпе иртнӗ шкул ачисен конференцийӗнче тата вулавӗсенче пӗрремӗш хут курсанах çуралчӗ çак шухăш. Унта вăл хăй тӗпчевне питӗ лайăх хӳтӗлсе ыттисене çӗнтерме шанăç хăвармарӗ. Çӗнӗ Упине редакци ӗçӗсемпе кайсан Даниилпа тепӗр хут тӗл пултăмăр. Тăххăрмӗш класс ачин чăваш чӗлхи патне интерес пысăкки конференцирех палăрчӗ. Мӗнпе илӗртет-ха ăна тăван чӗлхе? Çакн пирки пычӗ пирӗн калаçу.
Даниил сăмахӗсемпе, чăваш чӗлхине аталантармаллах, ăна манма юрамасть.
– Халӗ нумай ашшӗ-амăшӗ хăйсен ачисене вырăсла вӗрентме тăрăшать, анчах, ман шутпа, чăваш ачисене чăвашлах вӗрентмелле, –тет шкул ачи. Даниил чăвашла хайлавсем вулама юратать. Çак туртăм ăна асламăшӗнчен куçнă пулмалла. Çӗнӗ Упинче чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Людмила Александровна Ярухина сăмахӗсемпе, асламăшӗ чăваш литературине питӗ хисеплет иккен. Шкулта вулама парса янă хайлавсене те пӗрле вуласа сӳтсе яваççӗ иккӗшӗ. Даниил нумай ачаллă çемьерен, ачасенчен вăл чи асли. Викторпа Светлана Павловсен виçӗ ача çитӗнет. Килӗнче вӗсем чăвашла калаçаççӗ. урăхла епле-ха, чăваш çемйи-çке, чăваш ялӗнчех пурăнаççӗ. Анчах паян ялсенче те ачасем вырăсла калаçма тăрăшнипе эпир атьсем чăвашла пупленинчен тӗлӗнме пуçларăмăр ӗнтӗ.
Каларăмăр ӗнтӗ, конференцире пире Даниил пӗр такăнмасăр, чăвашла шăкăлтаттарса калаçнипе тата темăна лайăх та тарăн пӗлнипе тӗлӗнтерчӗ. «Ку ача питӗ тӗплӗн хатӗрленнӗ пулмалла», – шутларăмăр ун чухне.
– Виçӗ-тăватă кунрах хатӗрленсе çитрӗм. Тӗпчев хамăнах та, çавăнпа эп ăна вӗçне çитиех пӗлеттӗм, ăçта мӗн çырни таранах. Тӗрлӗ наци çыннисен çемйисемпе аппа вырăса качча тухнă хыççăн интересленме пуçларăм. Çавăнпа тӗпчеве çак темăпа çыхăнтарма шутларăм. Ялта нумай çын хăй пурнăçне урăх наци, урăх тӗн çыннипе çыхăнтарнă. Мӗнле пурăнаççӗ вӗсем? Телейлӗ-и мăшăрланăвӗ? Çакă интереслӗ пулчӗ, – каласа парать Даниил.
Чӗлхе ыйтăвӗсемпе интересленсен те, шкул пӗтерсен вăл тухтăра вӗренме кайма ӗмӗтленет, ашшӗпе амăшӗ те ун шухăшне ырлаççӗ. Вӗренсе пӗтерсе стоматолог пулса ӗçлеме ӗмӗтленет. Çав вăхăтрах техникăпа та интересленет вӗренекен.
– Эпӗ мотоциклпа, мотоблокпа, тракторпа çӳреме пӗлетӗп, – тет Даниил пӗрре те мухтанмасăр.
– Тухтăр та пуласшăн, техника та илӗртет сана. Апла мӗнле-ха ку интерессене килӗштерес тетӗн? – ыйтрăм унран.
– Майне тупма пулать пулӗ тетӗп, сăмахран, пушă вăхăтра юлташсемпе ярăнма кайма пулать.
Районта ку интерессене пурнăçлама картинг та пур, анчах Даниилшăн унта çитме инçе, вăхăчӗ те çукрах вӗренекенӗн.
Конференци патне таврăнас пулсан, Даниил унта çитес çул та хутшăнма шутлать. Хăйӗнчен вăйлăрах конкурсантсем пуласси ăна пӗрре те хăратмасть.


Ирина ТРИФОНОВА.


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике