Эпир шӳтлесен те, суд шӳтлемест

15.12.2017 15:05 | Пăва (Буинский) Печать

43-ри Пăва çынни октябрӗн 1-мӗшӗнче кӳрше каçса 5000 тенкӗлӗх хут укçана ваклаттарнă. Кӳршӗ хӗрарăмӗ ăна 1000 тенкӗлӗх хут укçасем парса янă, чăн та аллинче «Приколсен банкӗн» 5000 тенкӗлӗх купюри пулнине вăл каярах кăна ăнланнă-ха.

Ăнăçлă шӳтленипе савăннă арçын 4 пин тенкипе йăлтах эрех туяннă. Кунпа кăна вӗçленмен-ха мыскара, автотранспорт предприятийӗ пулнă территорирен тата лум илсе тарнă вăл.

Анчах суд пӗрре те шӳтлемен, суя купюра валеçнӗшӗн тата лум вăрланăшăн çулталăк та çичӗ уйăха çирӗп режимлă колоние яма приговор йышăннă.  


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике