Кирлӗ те вăхăтлă форум е тутарстансен çӗнӗ мелӗ

27.12.2017 16:01 | ЧНКА хыпарӗсем Печать

Кирлӗ те вăхăтлă форум е тутарстансен çӗнӗ мелӗ

(Ирина Гордеева. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Раççей Президенчӗ Владимир Путин наци чӗлхисене вăйпа урăх халăхсене вӗрентмелле марри пирки каласан, наци регионӗсенче чăн-чăн пăтрану пуçланчӗ. Нумайăшӗ çак лару-тăрупа усă курса юлма та хăтланчӗ. Çак тапхăрти чи пысăк йăнăш шутне тăван чӗлхе пуласлăхне, ăна малашне те шкулта вӗрентессине татса пама ашшӗ-амăшне ирӗк пани пулчӗ. Вӗренӳ планне вӗсем татса памалла-и-ха? Ку ыйтăва специалистсем кăна уçăмлатма пултараççӗ. Камран кăна ыйтмарӗç пулӗ тăван чӗлхе кирлӗлӗхӗ пирки: политиксенчен те, артистсенчен те, ăнсăртран килсе кӗнӗ ют çӗршыв çыннисенчен те, анчах филологсенчен, чӗлхеçӗсенчен мар. Чăваш чӗлхи пирки каласан, ун шăпине кашкăра шăмă ывăтса панă евӗр ним те ăнланман çынсене татса пама ирӗк пачӗç. Ашшӗ-амăшӗсем пирки каласан, 20-35 çулсенчисем хăйсем те чăвашлăх пӗлтерӗшне ăнланса пӗтереймеççӗ те, ачисене ăçтан тӗрӗс ориентир парайччăр? Тата мӗнле ăспа тăван чӗлхе çине унăн кирлӗлӗх аспекчӗ урлă пăхмалла? Кама, хăш халăха тăван чӗлхи мешетленӗ? Чăваш çыннин харпăр хаклавӗ (самооценка) хăш чухне алăк уратинчен те каçайманнипе çыхăннă-ши ку? Чăваш чӗлхине вӗренес, унпа калаçас теменни çав тери мешетлет унăн аталанăвне. Мӗнле майпа хăйпăтмалла-ши чăваш çумне тимӗр бетонла çыпăçнă хăйӗнчен хăй вăтаннине, чӗлхерен йӗрӗннине? Вӗрентекенсенчен пуçласа ăсчахсем таран пуç ватаççӗ паян кун пирки. Çапах, ман шутпа, эпир хăш чухне питӗ нумай калаçатпăр – сахал ӗçлетпӗр. Ачана çемьере тӗрӗс воспитани парсан, унăн пуçне чăваш пирки айванла шухăшсемпе пăтратмасан унăн халăхпа харпăр индентификацийӗ сывă пулӗ. Телее, проблема çине çӗнӗлле, хальхилле пăхакансем пур. Ак, Чăваш наципе культура автономийӗ çумӗнчи «Аталан» пӗрлешӗве илер. Хăйсен ӗçне вӗсем фанатизмсăр, йӗркеллӗ пурнăçласа пыраççӗ. Чăваш чӗлхин сумне шкул çулӗнчи ачасен шайӗнче çӗклеме вӗсем питӗ те лайăх меслет шыраса тупнă.

ТР ЧНКА председателӗн çамрăксен политикипе çумӗ Артем Носков тахçанах çакăн пек шухăшпа çӳретчӗ: чăваш шкулӗсенче вӗрентӳ форумӗсем йӗркелеме. Ку ӗç çине вăл мӗнпур çирӗплӗхпе пăхрӗ. ТР Вӗрентӳпе наука министерствин грантне те выляса илме пултарчӗ. Çийӗнчех проекта хатӗрлеме пуçларӗ, «Аталан» çамрăкӗсем унпа хавхалансах пӗрле ӗçлеме пуçларӗç, çапах та пысăк проекта пӗччен пурнăçлама çук. Çапла декабрӗн 21-22-мӗшӗсенче Теччӗпе Нурлат районӗсенче шкул ачисен форумӗ иртрӗ. Çак районсемпе кӳршӗллӗ районсенчен те хутшăнакансем пулчӗç. Теччӗри форума çитсе килме май пулмарӗ, Нурлатрине вара хавхалансах кайрăм.

Кунта вăл Якаел ялӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкулта иртрӗ. Шкул директорӗ Милеуша Хайруллина форума хутшăнакансене кăмăллăн кӗтсе илчӗ, мӗнпур условипе тивӗçтерме тăрăшрӗ.

Нурлат муниципаллă районӗн Вӗрентӳ управленийӗнчен вӗрентӳпе методика ӗçӗпе пуçлăх çумӗ Гульфия Гафурова килнӗччӗ. Мероприяти вӗçленичченех пулчӗ вăл кунта. Форума çӳллӗ шайра йӗркеленине, вăл вăхăтлă та кирлӗ мероприяти пулнине палăртрӗ. «Чăвашла ăнлансах каймасан та, пӗтӗмӗшле илсен, ачасем мӗнпе килнине ăнлантăм. Чи кирли кунта вӗсем хăй халăхӗшӗн тăрăшни. Тăван чӗлхене вара пӗлмеллех. Çав тери лайăх мероприяти», – терӗ Гульфия Ризатдиновна. Сăмахсене еплерех интонаципе каланинчен вăл ăна чăннипех килӗшни палăрчӗ. Шкул директорӗ Милеуша Минахметовна вара чăваш чӗлхи ӗçре кирлине палăртрӗ, ăна вӗренме шантарчӗ. Нурлатри Чăваш наципе культура центрӗн ертӳçи Галина Терентьева, паллах, çакăн пек мероприяти айккинче юлаймасть. Нумай кирлӗ сăмах каларӗ вăл педагогсемпе вӗренекенсене.

Форум программи анлă пулчӗ. Хуть мӗнле мероприяти те концертран пуçланнине хăнăхнă эпир, кунта та çак йӗркерен пăрăнмарӗç. Ачасен пултарулăхӗпе паллашнă хыççăн форума хутшăнакансене кураторсем ушкăнсене пайласа классене илсе кайрӗç. Калас пулать, Нурлатри форума 17 районтан хутшăнчӗç. Пӗтӗмпе 26 проект хатӗрленӗ шкул ачисем, çавсенчен пӗри кăна меропрятие килейменччӗ. «Манăн проект – манăн халăха» темăна кашни хăйне евӗр уçса панă. Кашни интереслӗ, çӗнӗ темăсем те йышлăччӗ. Пректсене пӗтӗмлетсен, пирӗн ачасем тăван чӗлхене информацилле технологисемпе усă курса аталантарма тăрăшни сисӗнчӗ. Аслисем ачасем гаджетсемпе ытлашши интересленнине нумай чухне ырламаççӗ те, çапах пурнăç тӗрӗслӗхӗнчен пăрăнма çук. Мӗн тесен те, халь ачасем урăхла шухăшлаççӗ. Апла çакна вăйлă инструмент туса хумалла пирӗн. Усă курччăр вӗсем мобильлӗ хатӗрсемпе те, компьютерсемпе те, анчах усăллă, кирлишӗн. Проектсенчен нумайăшӗ пире килӗшрӗç, ачасем чăвашла мультфильмсемшӗн, компьютер вăййисемшӗн, виртуаллă музейсемшӗн, этнотуризмшăн. Апла вӗсене аталанма условисем туса памалла, ыттине хăйсемех пурнăçлама хатӗр. Атьсем питӗ тӗплӗ хатӗрленсе килнӗ. Пăртак хумханчӗç пулин те, проекчӗсене тивӗçлӗ хӳтӗлерӗç. Тата чăвашла та вӗсем калаçма хатӗр, 90-мӗш е маларах çуралнисем пек чăваш чӗлхи пирки чирлӗ шухăшлав çук вӗсен. Мӗнле калас, площадка хатӗр, ӗçле кăна.

«Аталан» çамрăкӗсем тӗрлӗ квестсем, тренингсем ирттерчӗç. Енчен те мероприяти пуçламăшӗнче кашни ача хăйне уйрăм пулнă-тăк, форум хупăнас вăхăта вӗсем команда пулса тăчӗç. Пит-куçӗсем çунса тăнине курма кăмăллă пулчӗ. Темиçе сехет хушшинчех вӗсем палламалла мар улшăнса кайрӗç. Кашни ушкăн хăй мӗн вӗреннине кăтартрӗ. Артем Носков вӗсене тӗрлӗ заданисем парса чăннипех те команда йӗркеленсе çитнине тӗрӗслерӗ, ку пурне те савăнтарчӗ. Акă вăл – ӗç хакӗ.

Вӗрентекенсене те тав тумалла. Тутарстанри чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем çав тери пултаруллă. Мӗнле кăна ӗлкӗреççӗ-ши конкурсран конкурса хатӗрленсе? Форум площадкинче вӗсемпе «Çавра сӗтел» иртрӗ. Чăваш чӗлхине шкулта вӗрентесси пирки хăйсен шухăшӗсене пӗлтерчӗç вӗсем. Хăш-пӗр шкулсенче сехетсене чакарнине, тепӗр çӗрте хушса панине шута илсен, ку ыйтăва вырăнти шайра татса пама пулни палăрчӗ. Нумай çӗрте шкул администрацийӗ, айванрах е çӳлерех пуçлăхсене юрас тесе-ши чăваш чӗлхин сехечӗсене касса тутар е вырăс чӗлхине тăван чӗлхе пек вӗрентме палăртнă. Вӗрентӳпе меслет пособийӗсен федераллă тата регион переченӗнче чăвашла вӗрентӳ пособийӗсене вуçех кӗртменнине каларӗç. Ку чăнах та çивӗч проблема. Ăна татса памаллах. Ман шутпа, ку ӗçе ЧНКА активлă хутшăнмалла.

Пӗтӗмлетсе каласан, «Аталан» пӗрлешӳ çав тери кирлӗ, вăхăтлă мероприяти хатӗрленӗ. Концертсем йӗркелесех чӗлхемӗре çăлма пулнă пулсан, чăваш чӗлхи паян йывăрлăха кӗрсе ӳкес те çук. Çитӗнекен ăрăва хамăрăн культурăна, йăла-йӗркесене, чӗлхене вăйпа та ирӗксӗр парса хăварма çук. Капла пистерме кăна пулать. Çамрăксене интереслентерме пӗлмелле, ӗçсем паянхи ыйтусемпе задачăсене тивӗçтермелле, хальхилле пулмалла. Çак меслет ӗçленине хамăрах куртăмăр. 


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(1 голос)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике