Пирӗн Прокопьевсем Суздальте çӗнтерчӗç

29.12.2017 09:43 | Çарăмсан (Черемшанский) Печать

Пирӗн Прокопьевсем Суздальте çӗнтерчӗç

Декабрӗн 14-17-мӗшӗсенче Владимир облаçӗнчи Суздаль хулинче «Вера. Надежда. Любовь» çемье династийӗсен IX Халăхсен хушшинчи фестивалӗпе «Нумай нациллӗ Раççейри çемье» форум иртнӗ.

Форум-фестиваль программи питӗ те анлă пулнă. Ӗçлӗ пайӗсӗр пуçне унта тӗрлӗ конкурссем, наци культурисемпе çыхăннă концертсем, ярмăркка-куравсем, юрă марафонӗсем, ачасемпе аслисем валли çӗнӗ çул уявӗпе çыхăннă мероприятисем тата ытти те.

Фестивале çемье династийӗсем, çемье клубӗсен командисем, творчествăлла çемьесем, творчествăлла конкурссенче çӗнтернӗ ачасем хутшăннă. СНГпа ют çӗршывсенчен те вырăс диаспорисем килнӗ. Çавсен шутӗнче чăваш çемйи те пулнă. Çарăмсан районӗнчи Сосновка ялӗнче пурăнакан Николайпа Людмила Прокопьевсен çемйи Тутарстан Республикин чысне хӳтӗлерӗ çак сумлă мероприятире. Сăмах май, унта вӗсем пӗлтӗр те хутшăннă пулнă. Людмила хăй пӗлтернӗ тăрăх, вӗсен программи питӗ интереслӗ пулнă.

Творчество, кану, юмах, спорт, экскурси – акă вăл вӗсен суйласа илнӗ темăсем. Пуринчен ытла Прокопьевсене вӗсен Ника хӗрӗ Раççейӗн тава тивӗçлӗ артисчӗпе, композиторпа тата юрăçпа Дмитрий Дунаевпа тата «Возрождение и Надежда» фонд президенчӗпе Ирина Викторовнăпа пӗрле «Доброта» юрра юрлани савăнтарнă. Борис Грачевскийпе сăн ӳкерӗнме пулнипе те мăнаçланаççӗ. Прокопьевсем Суздальтен çӗнтерӳçӗ дипломӗпе тата хаклă парнесемпе таврăннă. Саламлатпăр ентешсене! Çӗнӗ çулта тата та пысăкрах çитӗнӳсем тумалла пултăр!

 


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике