Ригăра Çӗнӗ çула та, Раштава та икӗ хутчен уявлаççӗ

04.01.2018 13:42 | Аксу (Аксубаевский) Печать

Ригăра Çӗнӗ çула та, Раштава та икӗ хутчен уявлаççӗ

Совет Союзӗ вăхăтӗнче шăпа çынсене ăçта кăна илсе çитермен. Ун чух аслă шкултан е ятарлă вăтам пӗлӳ паракан техникум-училищӗсенчен вӗренсе тухнă хыççăн ӗçлеме направленипе янă. Кама ăçта шăпа пӳрнӗ. Нумайăшӗ ăçта янă, çавăнтах пурăнма юлнă. Çавна пула пирӗн йăхташсем, чăвашсем, тӗнче тăрăх сапаланса пӗтнӗ. Хуть хăш çӗршыва, хулана илсен те унта чăваш пурăнатех пуль.

Аксу районӗнчи Унтакшă ялӗнче çуралса ӳснӗ Анатолий Александрова та шăпа хăй вăхăтӗнче Латвин тӗп хулине Ригăна илсе çитернӗ. Унта вăл граждан авиацийӗн вӗçевпе техника училищине вӗренме кайнă та çавăнтах тӗпленнӗ. Вăтăр çул ытла унта пурăнать пулин те, тăван ене манмасть, кашни çул килсех çӳрет.

Ентешӗмӗре Çӗнӗ çул ячӗпе саламланă май Латвире пурăнакансем Çӗнӗ çулпа Раштава мӗнле уявлани пирки ыйтса пӗлес килчӗ пирӗн.

– Латвире Раштава декабрӗн 24-мӗшӗ 25-мӗшӗпе ылмашăннă вăхăтра, çӗрле уявлаççӗ. Латышсем – христиансем, вӗсем католицизма та, лютеранствăна та, православие те ӗненеççӗ. Хутăш мăшăрланусем нумаййипе Раштава çавăн пекех январӗн 7-мӗшӗнче паллă тăвакансем те йышлă. Çак вăхăтра Ригăра питӗ илемлӗ: пур çӗрте те гирляндăсемпе илемлетсе пӗтернӗ, тӗп тӳремсенче Çӗнӗ çул чăрăшӗсем илӗртсе лараççӗ, пур çӗрте те ярмарккăсем ӗçлеççӗ. Хулара туристсем нумай Çӗнӗ çулпа Раштав вăхăтӗнче. Урамсенче наци тумӗ тăхăннă çынсене час-час тӗл пулатăн çак вăхăтра. Вӗсем иртен-çӳрене Раштавăн чи чаплă апачӗпе – пипаркукаспа – хăналаççӗ. Пипаркукас вăл – латышсем хăйне евӗрлӗ рецептпа пӗçерекен тутлă печени. Çӗнӗ çула эпир икӗ хутчен кӗтсе илетпӗр: малтан Мускав вăхăчӗпе пӗр сехет маларах, унтан вырăнти вăхăтпа. Паллах, Даугава çыранӗ хӗррине салют пăхма каятпăр. Килте уявланă хыççăн нумайăшӗ хулан кивӗ пайне – Кивӗ Ригăна çул тытать. Унта Çӗнӗ çул каç çав тери хаваслă, вăл Ригăра пурăнакансен тӗл пулмалли вырăнӗ тесен те йăнăш мар-тăр, – каласа пачӗ пире  ентешӗмӗр.

– Латышла «Çӗнӗ çул ячӗпе» тесе мӗнле калаççӗ?

– Ар яуну гаду (Ar jaunu gadu)! Çӗнӗ çул ячӗпе, ентешсем!


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике