Аксупа Çарăмсан районӗсенчен 48 çамрăк салтака кайнă

05.01.2018 14:15 | Аксу (Аксубаевский) Печать

Аксупа Çарăмсан районӗсенчен 48 çамрăк салтака кайнă

Аксупа Çарăмсан районӗсенче кӗрхи призыва пӗтӗмлетнӗ, тесе пӗлтерет Аксу районӗн «Сальская новь» хаçачӗн сайчӗ. Пӗтӗмлетӳ ларăвӗнче асăннă районсен çар комиссарӗ Дмитрий Палаткин ума лартнă плана çӗр проценчӗпех пурнăçлани пирки каланă. Раççей Федерацийӗн Хӗç-пăшаллă çарӗсене икӗ районтан 48 çамрăка ăсатнă.

Кӗрхи призыв вăхăтӗнче хăйсен тивӗçӗсене тăрăшса пурнăçланăшăн çар комиссарӗ Кивӗ Илтрекьел ял хутлăхӗн пуçлăхне В.Альметкина, Саврăшпуç ял хутлăхӗн пуçлăхне В.Николаева, Кивӗ Тимушкелпе Кивӗ Киремет ял хутлăхӗсен яваплă ӗçченӗсене Наталья Яшмурзинăпа Наталья Муртазинăна Тав çырăвӗсем парса хавхалантарнă.


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике