Хулаçырминчи хоккей команди мала тухнă

08.01.2018 20:59 | Çĕпрел (Дрожжановский) Печать

Хулаçырминчи хоккей команди мала тухнă
Ульяновск облаçĕнчи Çĕнĕ Никулино ялĕнче хоккей турнирĕ иртнĕ. Хуçасемсĕр пуçне унта вырăнти Вырăс Чăнлă, Аслă Нагаткин ялĕсен командисем тата Çĕпрел районĕнчи Хулаçырми хоккеисчĕсем хутшăннă.
Тутарстан командин тренерĕ Александр Бушуев. Хулаçырминче хоккейла шкул ачисем кăна мар, аслисем те выляççĕ. Шăпах вĕсен команди пĕрремĕш вырăн çĕнсе илсе Çĕнĕ Никулиноран кубокпа таврăнчĕ.
Иккĕмĕш вырăнта - никулиносем, виççĕмĕшĕнче - нагаткиносем.


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике