Православи календарӗ – 2018

12.01.2018 13:44 | ЧНКА хыпарӗсем Печать

Православи календарӗ – 2018

Куç­са пы­ра­кан праç­ник­сем

Ап­релӗн 1- мӗшӗ – Турă Ие­ру­са­ли­ма кӗнӗ кун – Кăчкă праç­никӗ (Верб­ное Воск­ре­сень­е).

Майăн 17-мӗшӗ – Мăн­кун ирт­сен хӗрӗх кун­тан Ии­сус Хрис­тос Еле­он тăвӗ çин­чен пӗлӗ­те хă­па­рни – Воз­не­се­ни.

Майăн 27-мӗшӗ – виç-ипос­таçлă Та­са Турă кунӗ. Мăн­кун ирт­сен аллăмӗш кун пу­ла­кан уяв – Тро­и­ца (Çимӗк).

Куç­ман праç­ник­сем

Ян­варӗн 7-мӗшӗ – Ии­сус Хрис­тос çу­ралнă кун – Раш­тав.

Ян­варӗн 19-мӗшӗ – Хă­ва тӗмӗн­че Турă курăн­ни. Ии­сус Хрис­тос шы­ва кӗнӗ кун – Кă­шар­ни.

Фев­ралӗн 15-мӗшӗ – Кӗт­се ил­ме кай­ни, хирӗç тух­са кӗт­се ил­ни – Сре­те­ни.

Ап­релӗн 7-мӗшӗ – Та­са­ран Та­са Хӗ­ре Ырă Хы­пар пӗлтерни – Пăл­хавăш­ни.

Ав­густăн 19-мӗшӗ – Турă çап-çутă пул­са курăн­ни – Пре­об­ра­же­ни.

Ав­густăн 28-мӗшӗ – Турă Амăшӗ леш тӗн­че­не канăç­лан­са куç­са кай­ни – Ус­пе­ни.

Сен­тябрӗн 21-мӗшӗ – Турă Амăшӗ çу­ралнă кун.

Сен­тябрӗн 27-мӗшӗ – Хӗ­ре­се çӗк­ле­се кă­тарт­ни – Возд­ви­же­ни.

Де­кабрӗн 4-мӗшӗ – Таса Хӗре, пулас Турă Амăшне Марийăна Чиркӗ­ве кӗртни ­– Вве­де­ни.

Аслă праç­ник­сем

Ян­варӗн 14-мӗшӗ – Турă ӳтне Мо­и­сей йă­ли­пе кас­тар­ни – Об­ре­за­ни.

Апрелӗн 8-мӗшӗ – Хрис­тос чӗрӗлнӗ Аслă кун – Мăн­кун.

Июлӗн 7-мӗшӗ – Иоанн Предтеча щуралнж кун.

Июлӗн 12-мӗшӗ – Çветтуй Петрпа Павел апостолсен кунӗ. Çыр­ла çи­мел­ли кун – Пит­рав.

Сен­тябрӗн 11-мӗшӗ – Ио­анн Пред­те­ча пуç­не каснă кун.

Ок­тябрӗн 14-мӗшӗ – Таса Турă Амăшӗн Çивитти хӳтти кунӗ – Пук­рав.

Ну­май кун тыт­мал­ли типӗ­сем

Февралӗн 19-мӗшӗн­чен пуçласа ап­релӗн 7-мӗшӗч­чен – Аслă типӗ – Мăн­кун тип­пи.

Июнӗн 4-мӗшӗн­чен пуçласа июлӗн 11-мӗшӗч­чен – Пит­рав тип­пи.

Ав­густăн 14-27-мӗшӗсенче  – Ус­пе­ни тип­пи (Сăпас типпи).

Но­ябрӗн 28-мӗшӗн­чен пуçласа ян­варӗн 6-мӗшӗч­чен – Раш­тав тип­пи.

 

Пӗр кун тыт­мал­ли типӗ­сем

Ян­варӗн 18-мӗшӗ – Турă шы­ва кӗ­рес умӗн­хи кун.

Сен­тябрӗн 11-мӗшӗ – Ио­анн Пред­те­ча пуç­не каснă кун.

Сен­тябрӗн 27-мӗшӗ – Возд­ви­же­ни. Хӗ­ре­се çӗк­ле­се кă­тартнă кун.

Та­та çап­лах типӗсӗр эр­не­пе Çвет­ке вăхăчӗсӗр пуç­не çул­талăк тăршшӗ­пе юн­кун­па эр­не­кун.

Вил­ни­се­не асăн­мал­ли кун­сем

Февралӗн 12-мӗшӗ – Хрис­то­са шаннăшăн хӗсӗр­ленӗ вăхăт­ра асап кур­ни­се­не асăн­мал­ли кун. Пӗтӗм тӗнчери ваттисене асăнмалли кун.

Мартăн 3-мӗшӗ – Мăн­кун тип­пин иккӗмӗш шă­мат­кунӗ.

Мартăн10-мӗшӗ – Мăн­кун тип­пин виççӗмӗш шă­мат­кунӗ.

Мартăн 17-мӗшӗ – Мăн­кун тип­пин тă­ват­тă­мӗш шă­мат­кунӗ.

Апрелӗн 17-мӗшӗ – Ра­до­ни­ца – Ват­ти­сен кунӗ.

Майăн 9-мӗшӗ– Вăрçăра пуç хунисене асăнмалли кун.

Майăн 26-мӗшӗ – Троица умӗнхи (Çимӗк) ваттисене асăнмалли  кун.

Ноябрӗн 3-мӗшӗ – Дмитриевски ваттисене асăнмалли кун.

 


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(1 голос)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить