Çӗпрелсем – иккӗмӗш

17.01.2018 11:12 | Çĕпрел (Дрожжановский) Печать

Çӗпрелсем – иккӗмӗш

(Геннадий Карсаков. К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ). Хӗллехи кану вăхăтӗнче Чăваш Республикин Елчӗк районӗнчи Лаш-Таяпа ялӗн Культура çуртӗнче спорта юратакансем пуçтарăнчӗç. Иван Павлова халалланă регионсен хушшинчи ăмăртусем тăххăрмӗш хут иртрӗç.

Маларах «Урă Раççей» Пӗтӗм Раççейри акцие хутшăнса спортсменсемпе çамрăксем, спорт ветеранӗсем, культура, библиотека  ӗçченӗсем флешмоб йӗркелерӗç. «Спорт вăл пурнăçра çитӗнӳсем туса пурнăçа лайăх енне улăштарма пулăшакан мел. Спорта пуриншӗн те уçă тăвакан мероприятисем Раççейре мӗн чухлӗ ытларах иртеççӗ, çавăн чухлӗ ытларах çын сывă пурнăç йӗркипе пурăнма пуçлӗ», – терӗç йӗркелӳçӗсем.

Ăмăртăва уçнă çӗре Лаш-Таяпа ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Сергей Павлов, «ФЧНБ-Кӗрешӳ» МОО президенчӗ Виталий Васильев, правилăсемсӗр кӗрешессипе тӗнче чемпионӗ Олег Захаров, çапăçу самбипе спорт мастерӗ Геннадий Дмитриев, «Псовая охота» питомник директорӗ Леонид Князев, Иван Павловăн мăшăрӗ Лариса Павлова хутшăнчӗç.

Кăçалхи ăмăртусене Чăваш Енрен Лаш-Таяпа, Елчӗк, Аслă Елчӗк, Патăрьел, Шупашкар, Тутарстанран Çӗпрел районӗн  сборнăйӗсем пуçтарăнчӗç. Виçе йывăрăшӗн 10 категорийӗнче 60 спортсмена яхăн кӗрешрӗ. Ăмăртусем виçӗ тӗспе иртрӗç: пиççиххипе наци кӗрешӗвӗпе, панкратионпа тата армспортпа.

Пуçаруçăсен сăмахӗсемпе, ăмăртусен тӗллевӗ – наци спорт тӗсне аталантарасси, тӗрлӗ регионсенчи атьсене спорт çитӗнӗвӗсемшӗн пӗрлештересси. Çак кун тӗллев патне тунă тепӗр утăм пулчӗ.

Пиçиххипе кӗрешессипе 60 килограма çитиччен виçе категорийӗнче  çӗнтерӳçӗсен шутне Николай Чукмарев (Матак), Петр Мосейкин (Матак) кӗчӗç. 65 килограмччен виçе категорийӗнче малти вырăнсене Иван Изендеев (Çӗнӗ Йӗлмел, 2-мӗш вырăн), Булат Мубинов (Кивӗ Çӗпрел) тухрӗç, ентешӗм Николай Еремеев вара 4-мӗш пулчӗ. 65 килограмран ытларах виçе категорийӗнче çӗнтерӳçӗ ятне Дмитрий Шингарев (Матак), Никита Сергеев (Çӗнӗ Йӗлмел), Вадим Ишмуков (Матак) тивӗçрӗç.

Ăмăртусем шкул ачисен хушшинче те иртрӗç. 60 килограмччен виçе категорийӗнче Адель Залялов (Кивӗ Çӗпрел) палăрчӗ. 55 килограмччен виçе категорийӗнче Николай Тяхин (Матак), Айназ Бахитов (Кивӗ Çӗпрел) çӗнтерчӗç. 50 килограмччен категорире чи лайăх кăтартăва Егор Сочков (Кивӗ Çӗпрел), Фахид Фаизов (Кивӗ Çӗпрел) турӗç. 3-мӗш вырăна 40 килограмччен виçе категорийӗнче Александр Сергеев (Çӗнӗ Йӗлмел), 35 килограмччен виçе категорийӗнче Айназ Низамов йышăнчӗç.

Турнир пӗтӗмлетӗвӗсемпе пиççиххипе наци кӗрешӗвӗнче пъедесталăн чи çӳллӗ картлашкине Чăваш Республикин спортсменӗсен команди йышăнчӗ, Çӗпрелсем иккӗмӗш вырăнта.

Çамрăк спортсменсемпе вӗсен ашшӗ-амăшӗсем ăмăртăва хутшăнма илсе каякансене тата пулăшакансене – Çӗнӗ Йӗлмел предпринимательне Иван Казакова, Çӗнӗ Йӗлмел командин тренерне Петр Рафикова тав тăваççӗ. 


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике