Саламлатпăр сана, «Уяв»!

19.01.2018 11:41 | Пăва (Буинский) Печать

 Саламлатпăр сана, «Уяв»!

Пăва районӗнчи «Уяв» чăваш ансамблӗн пултарулăхне республика чăвашӗсем аван пӗлеççӗ, мӗншӗн тесен ансамбль район, республика шайӗнчи пӗр мероприятирен те юлмасть. «Уяв» ансамбль  пур çӗрте яланах уяв, мӗншӗн тесен шăпчăк саслă юрăçисем чăваш юррисене питӗ хитре шăрантарса кашни çыннăн кăмăлне çӗклеççӗ. Нумай пулмасть «Уяв» ансамблӗн статусӗ те улшăнчӗ, ăна «халăх ансамблӗ» ят пачӗç. Пăва артисчӗсене çак ятпа районти Чăваш наципе культура центрӗпе пӗрле эпир те саламлатпăр. Малашне те пултарулăх анинче  çитӗнӳсем тума, халăха юрă-кӗвӗпе савăнтарма вăй-хал тата ăнăçу сунатпăр, пултарулăх çăлкуçӗ сирӗн нихăçан та ан иксӗлтӗр. (К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ).

Редакци. 


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике