Килте курав пӗрремӗш хут

29.01.2018 12:55 | Нурлат (Нурлатский) Печать

Килте курав пӗрремӗш хут

(Маргарита Литта. М.Игнатьева сăнӳкерчӗкӗ). Январь пуçламăшӗнчен Нурлатри халăхсен Туслăх çуртӗнче пирӗн ентешӗн, Тутарстанри художниксен Союзӗн членӗн Валериан Киргизинăн куравӗ ӗçлет, вăл «Чунпа тата çут çанталăкпа килӗштерсе» ятлă. Пирӗн ентешӗн илемлӗ пултарулăхӗ нурлатсене тӳрех тыткăнларӗ. Ăстаçă каланă тăрăх, вăл питӗ хумханнă.

Тăван енре, кун çути курнă кӗтесре хамăн картинăсемпе паллаштарма пултарнăшăн чун хӗпӗртет. Çакă маншăн пысăк савăнăç, – палăртрӗ Валериан Николаевич курава Раштав кунӗнче чаплă лару-тăрура уçнă май. Художникăн тăванӗсемшӗн, çывăх çыннисемшӗн, тусӗсемпе ентешӗсемшӗн тата ӗçтешӗсемшӗн пӗрле пухăнмалли питӗ лайăх сăлтав та пулчӗ вăл. Хăйӗн талантлă вӗренекенне хавхалантарма Валериан Николаевичăн пӗрремӗш вӗрентекенӗ Василий Павлов та пынăччӗ.

Валериан художник пуласса пӗрре те иккӗленмерӗм. Унри пултарулăх ача чухнех палăрчӗ. Эпӗ çакна сăнарăм та аталанма пулăшрăм çеç. Вăл та манăн çул-йӗрпе кайрӗ, эпӗ пӗлӳ илнӗ института пӗтерчӗ. Хамăн вӗренекенпе мухтанатăп, – терӗ Василий Иванович.

Курава пынă хăнасем художника ырă сунса нумай сăмах каларӗ. Вӗсем палăртнă тăрăх, Валериан Киргизин – пултарулăха чунтан парăннă çын. Чылай ачана илеме туйма вӗрентнӗ. Хăй те пурнăçран, çутçанталăкран, таврари çынсенчен мӗнпурне вӗренсе пынă. Вăл хăрушă чире çӗнтерме пултарнă, темиçе кăткăс операци тӳссе ирттернӗ, анчах çынсене савăнăç тата илем парнелеме чарăнман. Çакăн çинчен художникăн мăнукӗ Оля Шишкина каласа пачӗ: «Нумаях пулмасть эпир шкулта хамăр тӗслӗх илме тăрăшакан çын çинчен сочинени çыртăмăр. Эпӗ ăна кукаçие халалларăм. Чылай тӳссе ирттерме тивнине пăхмасăр, вăл хăйӗн юратнă ӗçне пăрахмарӗ, çӗнӗ картинăсем ӳкерет. Вӗсенчен кашнине хăйӗн чунне парнелет. Пире те ăсталăхне вӗрентсе пырать».

Куравра 50 ытла картинăна курма пулать, автор вӗсемпе хăнасене хăй паллаштарчӗ, кашни çинчен каласа пачӗ. Хăйӗн картинисенче вăл çутçанталăк илемне сăнласа парать. Çулталăкри тӗрлӗ вăхăтри самантсене курма пулать, вӗсенче художникăн кăмăл-туйăмӗ палăрать. Портретсенче вара çынсен характерне палăртма пулать. Каласа панипе кăна мар, хăвăр курса хаклăр. Курав халăхсен Туслăх çуртӗнче малалла ӗçлет.

 


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике