Ерӗспелӗнче садик, çул хӗрринче павильон пулать

29.01.2018 13:25 | Элмет (Альметьевский) Печать

Ерӗспелӗнче садик, çул хӗрринче павильон пулать

(Ирина Кузьмина). Ача сачӗ, теплицăсем, кӗперсем, спорт площадки, аслă çул хӗррине павильон... Çапларах 2018 çулхи ӗç планӗн пӗр пайӗ Элмет районӗнчи ерӗспелсен. Нумай пулмасть иртнӗ ял хутлăхӗн пухăвне вырăнти халăхпа депутатсемсӗр пуçне муниципаллă район пуçлăхӗ Айрат Хайруллин та хутшăннă.

Элмет тăрăхӗ нефтьлӗ район пулнăран, унти ял инфраструктурине ăмасанмалли нумай. Ерӗспел ял хутлăхӗн юлашки çулсенче пурнăçланă ӗçӗсен списокӗ те акă пысăк: шыв пăрăхне тӗпрен юсанă, пушар сӳнтермелли икӗ гидрант, Çӗнӗ Еланьре шыв башни лартнă, Ерӗспелӗнче ача-пăча площадки тунă, ФАП, Культура çуртне, ял хутлăхӗн кантурӗн çуртне тӗпрен юсанă, икӗ ялти çăла тирпей кӗртнӗ, палăксем лартнă, çуран каçмалли кӗпер хывнă, çулсем сарнă... Паллах, çакăн чухлӗ ӗçе пӗр самообложени укçипе кăна тума çук. Ерӗспел ял хутлăхне «Татнефть» компани тата Николай Глазков депутат питӗ пысăк пулăшу панине каларӗ ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Н.Кожуков. Ял инфраструктурине лайăхлатма спонсорсем çуллен 10 миллион тенке яхăн укçа хываççӗ-мӗн. Çавăнпа чылай пысăк ыйтăва, калăпăр, шыв пăрăхӗсене улăштарассине татса панăпа пӗрех кунта.

Пӗр шутласан, ялти тӗп урамсене те асфальт сарнă ял хутлăхӗн пысăк ӗçӗсем юлман пек туйăнать, анчах ялта кунне пӗр пăта та пулин çапмасан çурт-йӗр тусать, теççӗ халăхра. Ку вăл ял хутлăхне те пырса тивет. Ерӗспел ял хутлăхӗн те çивӗч ыйтăвӗсем çук мар иккен. Вӗсенчен пӗри– садик çукки. Пропискăра вара кунта шкул çулне çитмен 35 ача таранах тăрать иккен. Вӗсенчен 16-шӗ ялта пурăнать, ыттисене кӳршӗ ялсенчи ача сачӗсене илсе çӳреççӗ. Çак ыйтăвăн çивӗчлӗхне кура район администрацийӗн пуçлăхӗ А.Хайруллин пулăшма шантарнă. Вырăнти шкулти пушă пӳлӗмсене юсаса ача сачӗ йӗркелеме йышăннă. Кунсăр пуçне шкул пахчинче икӗ теплица туса парӗç, лартмашкăн хурлăхан хунавӗсене  уйăрӗç. Ачасем валли универсаллă спорт площадкине тăвасси те кăçалхи планрах.

Ял халăхне канăçсăрлантаракан тепӗр çивӗч ыйту та тимлӗхсӗр юлман хальхинче. Ерӗспелпе Çӗнӗ Елань ялӗсенчи юхăннă кӗперсене тинех юсӗç. Халăхран пухакан самообложени укçипе вара Ерӗспелӗнчи Вахитов урамне тӗпрен юсама шутлаççӗ. Ял хутлăхӗнче ӗç вырăнӗпе тивӗçтерекен хуçалăхсем çук ӗнтӗ, апла пулин те кунти халăх ӳркенмест, çулла-кӗркунне кăмпа-çырла пухса Хусан– Оренбург автотрасса çине сутма тухать. Анчах та аслă çул вăл яланах хăрушлăх. Халăх ыйтнине тивӗçтерсе район ертӳçи аслă çул хӗррине кăмпа-çырла сутмашкăн ятарлă 15 павильон лартса пама шантарнă.

 


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике