Дакар- 2018. Çӗр вăл кунта та çаврака...

30.01.2018 17:34 | Çырчалли (Набережные Челны) Печать

 Дакар- 2018. Çӗр вăл кунта та çаврака...

(Вера Александрова). Тӗнче автоспортӗнчи пӗлтерӗшлӗ ралли-марафонсенчен пӗри «Дакар» январӗн 6-20-мӗшӗсенче Кăнтăр Америкăри Перу, Боливи тата Аргентина çӗршывӗсен территорийӗсенче иртрӗ. Унта пирӗн йăхташăмăр, Çырчалли чăвашӗ Дмитрий Никитин та 515-мӗш экипаж йышӗнче штурман пулса хутшăнчӗ. Вăл «КАМАЗ-мастер» командăра 2015 çултанпа. «Африка Эко Рейс – 2017» халăхсен хушшинчи ралли-марафона А.Каргинов экипажӗнче механик пулса хутшăнса 1-мӗш вырăн, «Пурçăн çул – 2017» ралли-рейдра А.Шибалов экипажӗнче штурман шутӗнче 2-мӗш вырăн йышăннă. Тутарстан Республикин Президенчӗн Тавне тивӗçнӗ.

Кăнтăр Америкăран таврăнсанах эпир унпа тӗл пултăмăр. Дмитрий пирӗн ыйтусем çине хаваспах хуравлама килӗшрӗ.

Дмитрий, «Дакар – 2018» мӗнпе асра юлчӗ? Кăçалхи юбилейлă чупу, ытти çулхисемпе танлаштарсан, самай кăткăсрах пулнă теççӗ.

Кăçалхи «Дакар» манăн асра вăл маншăн пӗрремӗш пулнипе асра юлӗ. Çавăнпа та эпӗ ытти çулсенчипе танлаштараймастăп. Ман шутпа, «Дакар» яланах çапла çăмăл мар иртет. Çапах та çак ралли-марафона пӗрре мар хутшăннă юлташсем каланă тăрăх, кăçалхи чăнах та, юлашки темиçе çула илес пулсан, чи кăткăсси пулнă. Кăçал командăсем вăл е ку йывăрлăхпа тӗл пулман пӗр кун та иртмерӗ. Юбилейлă марафона йӗркелекенсем ятарлă участоксене суйласа илнӗ чух питӗ тăрăшни куçкӗрет. Хальхинче пилотсен кăна мар, штурмансен те ӗç нумай пулчӗ. Çавăн пекех командăн «каçхи» механикӗсемшӗн те ӗç яланах çителӗклӗччӗ: нагрузка пысăк пулнипе машинăсен деталӗсем ванса кăна тăчӗç. Çӗрле машинăсене старта тухма хатӗрлесе механиксем çав тери пысăк ӗç пурнăçласа пычӗç кашни тапхăр хыççăн.

Сирӗн 515-мӗш экипаж мӗнле йывăрлăхсемпе тӗл пулчӗ?

Пирӗн те, тӗпрен илсен, ыттисенни пекех проблемăсем пулчӗç. 11-мӗш тапхăрта топливăн çӳллӗ пусăмлă трубки çурăлса кайрӗ. Пирӗн тӳрех чарăнса ăна улăштарма май пулмарӗ. Эпир 1,5-2 километр çак ӗçе тума вырăн шыраса малаллах кайрăмăр. Çак самантра пирӗн машина кабинин сулахай енӗ аялтан вăйлах çунма пуçларӗ, çулăм двигатель пралукне, сывлăш фильтрне тата ытти темиçе системăна те сиенлесе ӗлкӗрнӗ. Тавах Турра, пушара кӗске вăхăтрах сӳнтерме май килчӗ. Машинăна юсаса малалла кайма пултариччен темиçе сехет иртрӗ. Вырăнтан тапранма тапранайрăмăр, анчах мотор пур хăватлăхпа ӗçлеймерӗ. Эпир ятарлă участокăн пӗрремӗш пайӗн (хăш-пӗр участоксене икӗ пая пайлаççӗ) финишне çитес тесе пысăк асăрханулăхпа малалла кайрăмăр, унта çитме 30 километр юлнăччӗ. Çакăн хыççăн нейтрализаци зони урлă 80 километр иртсе ятарлă участокăн иккӗмӗш пайӗнче старта тухмаллаччӗ. Шел пулин те, эпир техника проблемисене пула участокăн иккӗмӗш пайне кирлӗ пек иртеймерӗмӗр, хăш-пӗр контрольлӗ точкăсене сиктерме тиврӗ. Çав сăлтавпа тепӗр кун спорт комиссарӗсен коллегийӗ пирӗн экипажа, умра тата виçӗ ăмăрту кунӗ юлнă пулин те, чупуран кăларма йышăнчӗ.

Сирӗн экипаж «Дакарта» кăçал командăна васкавлă техника пулăшăвӗ параканăн тивӗçӗсене пурнăçларӗ. Çакă 515-мӗш экипаж чăн малтанах пӗрремӗш результатшăн кӗрешменнине пӗлтермест-и? Сирӗн машина запас пайсем тиенипе ыттисенчен самай йывăртарах пулнă-çке-ха. Йывăр машинăпа хăвăрт вӗçтерсе пыма кăткăсрах-тăр...

Çапла, пирӗн машина ку ăмăртура «васкавлă техничка» тивӗçне пурнăçларӗ. Анчах та чупу пӗр-ик куна кăна пымасть-çке, хуть хăш самантра йăлтах улшăнма пултарать. «Пурçăн çул – 2017» ралли те çакна çирӗплетсе пачӗ. Эпир унта та старта тухнă чух çак тивӗçех пурнăçлама пуçланăччӗ. Малтанхи кунсенчех лидерсен позицине йышăннипе вара «васкавлă техничка» тивӗçне командăри каярах юлнă автомобиле пачӗç. Паллах, машинăн йывăрăшӗ мӗнле пулни пӗлтерӗшлӗ, çапах та хăш-пӗр кунсенче ку чи кирли мар.

«КАМАЗ-мастер» команда хăçан «Дакара» хатӗрленме пуçлать тата çакă еплерех пулса иртет? Тренировкăсем ăçта иртеççӗ?

Çитес «Дакара» команда ăмăртуран таврăнсанах хатӗрленме пуçлать. Ак халь те эпир хатӗрленӳ ӗçӗсене пуçăнтăмăр. Автомобильсене çӗнетес тата модернизацилес енӗпе пӗрремӗш техника ларăвӗсем иртрӗç те ӗнтӗ. Экипажсем пирӗн тренировкăсем ытларах Раççей чемпионачӗн ăмăртăвӗсенче иртеççӗ. Çавăнтах эпир автомобильсен çӗнӗ деталӗсене тӗрӗслетпӗр. «КАМАЗ-мастер» команда темиçе çул ӗнтӗ Раççей Олимп комитечӗн Инноваци центрӗпе тачă çыхăну тытать. Ятарлă специалистсем çулталăкне темиçе хут килсе ӗçлеслӗхе ӳстерес енӗпе 2-3-шер эрне тренировкăсем ирттереççӗ. Ытти вăхăтра пӗрмаях тренерпа занятисем иртетпӗр.

«КАМАЗ-мастер» кăçалхи «Дакарта» пӗрлӗхлӗ, çав тери туслă, çирӗп тӗллевлӗ команда пулнине тепӗр хут çирӗплетсе пачӗ. Çакна эсир Кăнтăр Америкăран таврăнсан тепӗр кун Хусанта иртнӗ тӗлпулура Раççей Президенчӗ Владимир Путин та палăртрӗ. Чупăва хутшăнакан ытти командăсем те çапла пӗр-пӗрне пулăшаççӗ-и?

Ман шутпа, хуть хăш команда та ăмăртăва çӗнтерес шухăшпа пырать, вӗсен те пӗрлӗх туйăмӗ пирӗнни пекех пуль тесе шутлатăп. Пурин те çӗнтерес килет, çакăншăн тăрăшаççӗ те пурте.

Пӗр самант пирки тӗплӗнрех пӗлес килет: пӗр командăн экипажӗсем хăшӗн те пулсан йывăрлăх сиксе тухсан пӗр-пӗрне пулăшаççӗ. Пулăшнă май хăйсен вăхăтне çухатаççӗ. Эсир пӗр командăран пулнисӗр пуçне кашни хăйне уйрăм экипаж -çке-ха? Пулăшу çине янă вăхăта шута илеççӗ-и?

Паллах, кашни экипаж – уйрăм хутшăнакан. Команда ертӳçисем кашни кун экипажсене тактикăлла установка параççӗ, приоритетсене палăртаççӗ. Çапла, ятарлă участоксенче кама-тăр чарăнса пулăшу пани вăл – харпăр вăхăта çухатни. Анчах та командăра ӗçленӗ чух тӗп вырăнта пӗтӗмӗшле кăтарту тăрать. Çухатнă вăхăта тепӗр участникăн пурнăçӗшӗн хăрушлăх тухса тăнă вăхăтра пулăшнă чух кăна шута илеççӗ. Кун пек чух бивуака таврăнсанах чупăва йӗркелекенсем патне çыру çырмалла.

Пӗр тапхăрта Эдуард Николаевăн машини тӳнсе кайсан ăна пачах ют команда спортсменӗ Мартин Коломы чех пулăшрӗ. Вăл вӗт-ха малалла та кайма пултарнă, анчах чарăннă. Мӗншӗн? Пурте çапла пулăшаççӗ-и?

Паллах, Коломы иртсе кайма та пултарнă. Тӗрӗссипе, вăл мӗншӗн чарăннине ăнланмастăп. Анчах та вăл çавăн чух пирӗн командăна çав тери пысăк пулăшу пачӗ. Ахальтен мар-çке, çӗр çаврака теççӗ. Темиçе кунтан вăл хăй çапла хăяккăн тӳнсе кайрӗ. Ку хутӗнче вара эпир чарăнмасăр иртмерӗмӗр, машинине урапасем çине лартма хăтлантăмăр. Анчах та вӗсен проушини татăлса кайнă иккен. М.Коломы пире кӳренмерӗ, вăхăта сая ямасăр малалла кайма хушрӗ. Каярах ăна «МАЗăн» пӗр экипажӗ урапасем çине тăратса лартнă.

Чупу вӗçне çитичченех тенӗ пек малта пыракан Эдуард Николаевăн тӗп тупăшуçи Федерико Виллагра ăмăрту вӗçлениччен кăшт çеç маларах тухса ӳкрӗ. Тӗрӗссипе унăн чăнах та передачăсен коробки ӗçлӗхрен тухнă пулнă е ăна юраман вырăнта чарăнса машинине топливо янăшăн чупуран кăларнă-и?

Виллагрăн техника проблемисем пулнă, çавна пула вăл ăмăртуран тухса ӳкнӗ...

Дима, эпир «Дакарăн» кашни тапхăрӗпе интересленсе сăнарăмăр. Кала-ха, чупăва хутшăнаканăн мӗн тери харсăр пулмалла? Ара, мӗнле кăна çулсемпе ăмăртма тивмест вӗт, чăнкă тусем çинчен те анмалла, çаврăнса ӳкесси те пулать...

Çакнашкал чупусене хутшăнма мӗн тери харсăр пулмалла тетӗр-и?.. Эп ку ыйту çине мӗнле хуравламаллине те пӗлместӗп. Кашни çыннăн хăй тăвакан ӗçре хăйӗн харсăрлăхӗ. Эп, сăмахран, спорт грузовикӗ ăшӗнче ларса пынă чух хăрушлăх пирки пачах шутламастăп.

Чупăвăн тапхăрӗсем еплерех иртеççӗ: ирхине старта тухатăр та финиша çитиччен пӗр чарăнми-и? Эдуард Николаев пӗр тапхăрта 14 сехет машинăра ирттерме тивни çинчен каланăччӗ. Экипаж членӗсем хăш вăхăтра апатланаççӗ, ытти нушасене тивӗçтереççӗ вара?

Тӗпрен илсен, апатланма май çук. Нумайăшӗ каçхи апат кăна çиет. Хăшӗсем ирхине те апатланмаççӗ. Çакă кашни çыннăн организмӗ тӗрлӗрен пулнипе çыхăннă. Чăтма çук шăрăхра, машина çинче вăйлă силленӗ чух апат çимесен çăмăлрах.

Кăнтăр Америкăра пурăнакансем раллие хутшăнакансене еплерех йышăнчӗç?

Унта питӗ тарават тата пурнăçа юратакан çынсем пурăнаççӗ. Чупу маршручӗ тăршшӗпех курма тухнă çынсем тăратчӗç. Вӗсем пурте усă куракан çулсен хӗрринче çеç мар, ятарлă участоксенче те йышлăнччӗ. Çакă мана питӗ тӗлӗнтерчӗ. «Дакар» вырăнти халăхшăн пысăк праçникпе тан пулас. Пире арçынсем те, хӗрарăмсем те, ачасем те ăшшăн саламларӗç.

«Дакар» хыçра ӗнтӗ. Кăçал тата мӗнле чупусене хутшăнма шутлатăр?

Тепӗр пысăк ăмăрту вăл, паллах, «Пурçăн çул – 2018». Унччен Раççей чемпионачӗн пӗрер тапхăрӗ те пулма пултарать.

«КАМАЗ-мастер» команда хăйӗн 30 çулхи юбилейне хăçан паллă тăвать?

Командăн çуралнă кунӗ тесе ăна йӗркелесе яракан Семен Семенович Якубовăн çуралнă кунне йышăннă – июлӗн 17-мӗшӗ. Уява хăçан паллă тăвасси çак кун çывхарнă çӗрелле кăна паллă пулӗ.

«КАМАЗ-мастерта» тата чăвашсем пур-и?

Эп командăра пӗртен-пӗр чăваш мар, йăхташăмăрсем татах пур. Ытларахăшӗ Чăваш Енрен.

Дима, сана малашне те «КАМАЗ-мастер» йышӗнче пысăк çитӗнӳсем тума сунатпăр. Ăнăçу яланах пирӗн енче пултăр!

Пысăк тав!

 


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(1 голос)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике