Вуласан, палласа илӗç те шыраса тупӗç

01.02.2018 11:03 | Аксу (Аксубаевский) Печать

Вуласан, палласа илӗç те шыраса тупӗç

(Константин Малышев. А. Наумов сăнӳкерчӗкӗ). Пирӗн хаçатра хушăран пулсан та, çапах ирттерекен вылявсене нумайăшӗ ӗненсех каймасть пулмалла. Çавăнпа та хăйсене тухнă парнисене икшер çул килсе илмен çынсем пуррине пӗлетпӗр. Аксу районӗнчи Хӗрлӗшур ялӗнче пурăнакан Ольга Илендеева вара кашнинчех хутшăнма тăрăшать. Телее, парнисем те ăна ӗнтӗ пӗрре мар тухнă.
– Иртнинче те кӗнеке тухнăччӗ мана, хальхинче те, – тет ун патне журналистсем Хусантан çити килнишӗн хӗпӗртенӗ пенсионерка. – Анчах та леш çул кӗнекин ячӗ, тем, аванах марччӗ – «Тухатмăш» (Нелли Петровская çырнă. Ред.) Вулас та килмерӗ ăна. «Ăçтан ярса пара пӗлнӗ кăна?!» – тетӗп хам. Хуплашки те хăрушă, ячӗ те. Уçса та пăхмарăм (кулать.) Ăçта кайса кӗчӗ-тӗр?..
Хăй çинчен каласа пама ыйтсан вăл нумайччен турткаланса тăмарӗ.
– Çак ялта çуралнă. Пирӗн аттесен çурчӗ те çак вырăнтах, – пуçларӗ Ольга Тимофеевна. – Хулана-мӗне тухса курман, çакăнта пурăнсах 60-тан иртрӗм. Фермăра ӗçлерӗм. Ӗне сурăм та пăру пăхрăм. Хӗрӗм Анат Камăра медколледжра вӗренчӗ, анчах та хăй специальноçӗпе ӗçлесшӗн мар. Манăн та вӗреннӗ ӗçӗпе ӗçлеттерес килет те вӗт, хăйӗн кăмăлӗ. Çапах та медицинăна пӗлни пурнăçра питӗ кирлӗ тесе шутлатăп.
«Сувара» пайтахран çырăнатпăр. 10 çул ытла. Хампа пӗртăван аккасенчен пӗри çуралнă куна çырăнтарса панăччӗ çак хаçата мана. Килӗшрӗ. Тавра ялта пурăнакан çынсем çинчен çыраççӗ, хăш чухне эпир пӗлекен çынсем те кӗреççӗ унта. Халӗ хаçатсенчен «Сувара» кăна çырăнатпăр, районăнне илмен.
Хӗрлӗшурта тӗне кӗменнисем йышлă. Ольга Тимофеевнан амăшӗ Калиме ятлă пулнă. Кукамăшӗ Илетпи. Кукашшӗ Хайпулла. Асламăшӗ Эрнеслу. Аслашшӗ Мулентей... Ун пек авалхи ятсене халӗ памаççӗ ӗнтӗ ачасене, вӗсем масар çинчи чул юпасем çинче кăна çырăнса юлнă. Тӗне кӗмен чăвашсем те Çимӗкре ыттисем пекех апат-çимӗçпе асăнаççӗ. Анчах та сăваплă кӗçнерникун масар çине мунча кӗрсе каясси – упранса юлнă авалхи йăласенчен пӗри.

Уяв тăвакан çук ӗнтӗ виçӗ каслă Хӗрлӗшурта. Ытти ялсем те пушанса пыраççӗ.
– Эпир çамрăк чухне Уяв тунă, пиртен кӗçӗнреххисем те, астăватăп, тăватчӗç, – кăмăлне уçать Ольга Тимофеевна. – Мӗнле хитреччӗ юррисем. Халӗ ун пекки çук çав. Халӗ çамрăксем вӗсен юррисене те пӗлсе пӗтереймеççӗ-тӗр те-ха ӗнтӗ. Анчах яла юласшăн мар пӗри те. Çамрăксем вӗренсе тухаççӗ те – хулана. Унтан таврăнмаççӗ вара. Манăн çавсене питӗ яла таврăнтарас килет те вӗт, çук-тăр çав, çынсем ялсене таврăнас вăхăт çитмест-тӗр çав вăл урăх. Пурнăçӗ улшăнмӗ. Темӗн. Ак çурт турăмăр-турăмăр та, ача хуларан яла таврăнмасан кам валли юлать вăл?..
Хӗрлӗшурта икӗ Хыçалти урам тата пӗр Аслă урам. Ӗç укçине вăхăтра тӳлемеççӗ пулин те мăйракаллă шултра выльăх  ферми ӗçлет-ха. Çынсем килӗсенче те выльăх-чӗрлӗх усраççӗ. Çав шутра 60-тан иртнӗ Илендеевсем те.
– Халь ялта ваттине те, вӗттине те кӗсьери телефон кирлӗ. Унсăр чăнах та йывăр пулнине вăл çӗмӗрӗлсен кăна ăнланатăн, – тет кил хуçи хӗрарăмӗ. – Ав, манăн та «çимки» аппаратне паллами пулса çитрӗ те, улăштарма тиврӗ. Халь номер улшăннипе утă сутакансен номерӗсем çухалчӗç. Атя, тупăнӗç-ха вӗсем çăва тухсан. Тен, сирӗн хаçатра вуласан палласа илӗç те шыраса тупӗç.


 

 


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике