Çакăн пек çав вăл – чăваш хӗрарăмӗ

02.02.2018 12:55 | Аксу (Аксубаевский) Печать

Çакăн пек çав вăл – чăваш хӗрарăмӗ

 (Евгений Турхан). Çичӗ е сакăр çул каялла «Сувар» хаçат редакцине Аксу районӗнчи МЮД поселокӗнчен таврари ялсен историйӗ çинчен çыру килнӗччӗ. Тăван çӗр тăрăх çул çӳресе мӗн курнине çырса кăтартни айне «И.Степанова, В.Михайлова» тесе алă пуснăччӗ. Çак самаях пысăк тӗрленчӗк Тутарстанри чăвашсен республика хаçатӗнче темиçе номерте пичетленсе пычӗ. Çавăнтанпа Ирина Михайловна Степанован хайлавӗсем хаçат страницисенче тăтăшах кун çути курчӗç. Часах пӗртăвансен «Путешествие по родному краю» проекчӗн пӗрремӗш кӗнеки те Шупашкарта пичетленсе тухрӗ. Халӗ Ирина Михайловна çырнă сакăр  кӗнеке вулакансем патне çитнӗ ӗнтӗ. Тăххăрмӗшӗ те вӗçленсе пырать. Ирина Тутарстанри Чăваш çыравçисен союзӗн членӗ, Чăваш халăх ăс-хакăлпа ӳнер академийӗн чăн пайташӗ, «Хисеплӗ таврапӗлӳçӗ» ята тивӗçнӗ. Йывăр чир вырăн çумне пăталанă пулсан та вăл мӗнпур чăваш халăхӗшӗн усăллă ӗçне пăрахмасть.

Ирина Михайловнăн паттăрлăхне вырăс писателӗн, совет саманинчи çамрăксемшӗн ырă тӗслӗх пулса тăнă Николай Островскин пурнăçӗпе танлаштарнă пулăттăм.

Йывăрлăхсем, тумхахсем Иринăн пурнăç çулӗ çинче те сахалах пулман. Пурнăçӗ аванах йӗркеленсе пынă çӗрте йывăр чир ăна ӗçре чăрмантарма тытăннă. Полиартрита пула утайми пулнă, ӗçрен уйрăлма тивнӗ.

Ирина Михайловна умне йывăр задача тухса тăнă – юратнă ӗçсӗр, вӗренекенсемсӗр, çӗнӗлле пурăнма тытăнасси. Анчах мӗнле пурăнмалла-ха пӗрремӗш ушкăнри инвалидăн? Анчах та вăл пуçне усмасть.

Çутçанталăк панă пахалăхсем, профессилле хăнăхусемпе пӗлӳ, хӗрӗ, аппăшӗсем, упăшки, ашшӗ-амăшӗ, шкул директорӗ Луиза Салиховна Минсафина тата ыттисен пулăшăвӗ ăна çӗнӗлле пурăнма май панă.

Çемье çулталăкӗнче Ирина телевизорпа М.Шаймиев сăмахне итленӗ: «Пӗр ача та Çӗнӗ çулта парнесӗр юлмалла мар», – тени унăн чӗрине хускатнă: «Акă, сывалатăп та ачасене Çӗнӗ çулпа парнесем пама пуçлатăп. Анчах чире çӗнеймесен мӗн тумалла?» – шухăшсем вӗçнӗ унăн пуçӗнче. Тепӗр кунне вăл аппăшӗн хӗрне Виолеттăна чӗнсе илнӗ. Хытă хутран тунă пысăк мар ещӗк илсе вӗсем ăна тӗрлӗ тӗслӗ хутсемпе илемлетсе Хӗл Мучине çырусем яма почта ещӗкӗ ăсталанă, ăна Кивӗ Мăкшел шкулне ярса панă. Ачасем унта хăйсен çырăвӗсене хунă, музыка учителӗ çырусемлӗ ещӗке Ирина патне илсе килнӗ. Ирина мӗнпур çырăва тирпейлӗн тетраде çыпăçтарнă, парнесен списокне хатӗрленӗ…

Парне туяннă, хăш-пӗрне пуçтарнă. Спонсорсем те тупăннă. Тин çеç салтак­ран таврăннă кӳршӗ ачи Эдуард Хӗл Мучи пулма килӗшнӗ. Костюмне МЮДри ача сачӗн ертӳçи Елена Кустенева панă. Хӗл Мучипе 11-мӗш класра вӗренекен Оля Петрова лашапа, Женя Курдюков лавçăпа Çӗнӗ çул умӗн парнесем валеçме кайнă.

2011 çулта ачасем Хӗл Мучипе Юрпике патне çырнă çырăвӗсенче баскетболла вылямалли 9 мечӗк ыйтнă. Ирина физкультура учителӗнчен ыйтса пӗлнӗ тăрăх, пӗр мечӗк 1500 тенке яхăн тăрать иккен. Ăçтан тупмалла вăл укçана? Ачасем ыйтнине пурнăçламаллах-çке. Ирина ку ыйтăва Хусана, «УНИКС» баскетбол командине шăнкăравласа татса панă.

2012 çулта Иринăн проекчӗ респуб­ликăри «Путешествие по родному краю» конкурсра, «Географи» номинацире пӗрремӗш вырăн йышăннă. Тепӗр çултан Валентинăпа пӗрле «Путешествие по родному краю» кӗнекене пайăн-пайăн кăларма пуçланă вӗсем. Çавăнпа пӗрлех Ирина Сӗнчел, Кивӗ Мăкшел ялӗсенчи, МЮД поселокӗнчи 11-мӗш класра вӗренекен ачасене математикăпа ППЭне хатӗрленме пулăшма пăрахмасть, хăш-пӗр ыйтусемпе консультацисем парать.

2013 çулхи декабрьте Валентинăпа пӗрле хатӗрленӗ «Учебные заведения Аксубаевского муниципального района» проект Тутарстан валли хатӗрленӗ чи лайăх вунă инноваци проекчӗ шутне лекнӗ.

2014 çулта ун патне Тутарстан Респуб­ликин çын прависен енӗпе ӗçлекен уполномоченнăйӗ Сария Сабурская килсе кайнă. Çын прависене хӳтӗлес тӗлӗшпе активлă гражданла позицишӗн Раççей Федерацийӗн çын прависен енӗпе ӗçлекен уполномоченнăйӗн Владимир Лукинăн ячӗпе Тав хучӗ панă.

2014 çулта Ирина Михайловнăна ЧР Писательсен союзне йышăнчӗç. 2016 çулхи çуркунне чăваш çыравçисен виççӗмӗш съездӗнче таврапӗлӳ ӗçӗнчи çитӗнӳсемшӗн ăна медальпе награ­дăларӗç. Çав çулах «Путешествия по родному краю» кӗнекен тăваттăмӗшпе пиллӗкмӗш, пӗлтӗр улттăмӗшпе çиччӗмӗш пайӗсем кун çути курчӗç. 2017 çулта «История Аксубаевского муниципального района РТ» проект чи лайăххисен шутне кӗчӗ. Кивӗ Мăкшел вăтам шкулӗн учителӗ тата И.М. Степанова таврапӗлӳçӗ «50 инновационных проектов для РТ» республикăри 12-мӗш конкурс призерӗсем пулса тăчӗç.

Иринăн пурнăçри девизне асăнса хăварас килет кунта: «Вӗренмелле тата хăвна ху лайăхлатса пымалла». Çак девиз малашне те унăн тӗп тӗллев вырăнӗнче пултăр. Чăваш хӗрарăмӗ çынна чăнахах та ӗçлес, ӗмӗтсене пурнăçлас тесен нимӗн те чăрмантарма пултарайманнине тепӗр хут кăтартса пачӗ хăйӗн пултарулăхӗпе. (И.Степанова архивӗнчи сăнӳкерчӗк). 


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике