Аксури кану утравӗ

06.02.2018 15:40 | Аксу (Аксубаевский) Печать

Аксури кану утравӗ

(Зинаида Леонтьева). Пушă вăхăта хулари пек тӗрлӗ енлӗ ирттерме май çук ял çыннишӗн библиотека пӗлтерӗшлӗ вырăнта пулни каламасăрах паллă. Уйрăмах аслă çултисемшӗн. Савгачевăри библиотекăра чи хастар вулакансем шăпах сумлă ӳсӗмрисем шутланаççӗ. Вӗсем классикăна та вулаççӗ, çӗнӗ авторсен хайлавӗсемпе те хапăл тусах паллашаççӗ. Паллах ӗнтӗ, тăван чӗлхепе тухнă кӗнекесемпе пуринчен ытларах интересленеççӗ. Телее, нумай пулмасть билиотека чăвашла кӗнекесемпе пуянланчӗ. Хусанта пурăнакан ентеш Александр Семенов тăрăшнипе кунта Юхма Мишши, Эдисон Патмар çыравçăсем тата ытти культура деятелӗсем килсе кайнă, вӗсем Чăваш халăх ăс-хакăлпа ӳнер академийӗ, ЧР Писательсен союзӗ, Чăваш наци библиотеки ятӗнчен 800 ытла чăвашла кӗнеке парнелесе хăварнă. Çав кӗнекесене тавра ялсенчи библиотекăсене валеçнӗ. Савгачевăри библиотека фондӗнче 8 пин ытла кӗнеке шутланать, çавсенчен 3 пинӗшӗ – ачасем валли. Çакăн пек пысăк парнешӗн Аксу чăвашӗсем Эдисон Патмара, Юхма Мишшине, Чăваш наци библиотекине тата  Александр Семенова тав тăваççӗ.

Вулама юратакан пенсионерсем вулавăшра литература клубӗ йӗркелесе янă. Вăл хăй вăхăтӗнче шкулта, Культура çуртӗнче, библиотекăра вăй хунă педагогика, культура ветеранӗсене пӗрлештерсе тăрать. Ватăсен пӗрле пуçтарăнсан мӗн çинчен калаçмалли, сӳтсе явмалли тупăнсах тăрать.

– Библиотекăна ял çыннисем шӳтлесе культурăлла кану утравӗ теççӗ, – каласа парать Савгачевăри вулавăшăн методисчӗ Наталья Сергеева. – Пирӗн вулакансем прозăна та юратаççӗ, поэзие те кăмăллаççӗ. Вӗсен хăйсен юратнă авторӗсем пур. Пӗрле пуçтарăнсан вуласа тухнă кӗнекесем пирки хăйсен шухăшӗсене каласа параççӗ.

Январь уйăхӗнче кунта Эдисон Патмарăн пултарулăх каçӗ иртрӗ. Пухăннисене кӗнекисемпе паллаштарчӗç, унăн сăввисемпе çырнă юррисене юрларӗç.

Черетлӗ тӗлпулу çак уйăхра пулать. Темăсем питӗ интереслӗ. Вӗсенчен пӗри – ТР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗн Наталья Леонтьеван литературăри пултарулăхӗ. Наталья Сергеевнăн альбомӗнче вун-вун чăвашла новелла, калав вырăн тупнă. Хальлӗхе вӗсене кӗнекен кăларман пулсан та, вӗсем çынсен кăмăлне каясси пирки иккӗленме кирлӗ мар.

 

 


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике