Тутарстанра тăвайккинчен ярăнма тухнă ача юр айне пулса вилнӗ

06.02.2018 15:55 | Чистай (Чистопольский) Печать

Тутарстанра тăвайккинчен ярăнма тухнă ача юр айне пулса вилнӗ

Февралӗн 5-мӗшӗнче Чистай районӗнчи Данауровка ялӗнчи 15-ри ача çанталăк условийӗсем çав тери япăх пулнипе шкула кайман, килте юлнă. Картишӗнчи юра тасатсан хăйӗн виçӗ пӗлӗшӗпе пӗрле çывăхри типçырмана выляма кайнă та ярăнма шутланă. Юр хӳсе пулнă сăрт çине хăпарас тӗллевпе юлташӗсем çавра çулпа кайнă пулсан, ку вара типçырма тӗпӗнчен тӳрремӗнех хăпарма хăтланнă. Анчах та çак вăхăтра хытса та ӗлкӗрмен юр шуса аннă та арçын ачана хупласах хунă. Юлташӗсем тем вăхăтран чавса кăларнă-ха, анчах ача сывламан ӗнтӗ. 

МЕЛСӖР ӲКНӖ

Февралӗн 2-мӗшӗнче Аксу район центрӗнчи «Юность» спорт комплексӗнче пысăк инкек пулнă. 2006 çулта çуралнă ача кӗрешӳ тренировки вăхăтӗнче мелсӗр ӳкнӗ те пуçӗпе çапăннă. Ăна самантрах больницăна илсе çитернӗ пулин те, çăлса хăварайман. Хальхи вăхăтра следовательсем инкекӗн сăлтавӗсене тӗпчеççӗ.


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике