Миллионмӗш хутшăнакан

08.02.2018 09:20 | Хусан (Казань) Печать

Миллионмӗш хутшăнакан

Февралӗн 25-мӗшӗнче Тутарстанри хуласемпе районсенче «Созвездие-Йолдызлык» эстрада искусствипе республикăн çамрăксен уçă фестивалӗн зонăри суйлав тапхăрӗсем пуçланаççӗ. Вăл ТР Президенчӗн Рустам Миннихановăн тата ЮНЕСКО ӗçӗсемпе Раççей Федерацийӗн комиссийӗн хӳттипе иртет.

Зонăри тапхăрсем мартăн 30-мӗшӗччен çакăн пек графикпа иртеççӗ:

Азнакайра февралӗн 26-28-мӗшӗсенче. Унта Лениногорск, Элмет, Пӗкӗлме, Павлă, Азнакай районӗсем хутшăнаççӗ.

Мартăн 3-4-мӗшӗсенче Заинскра пулать. Хутшăнакансем: Заинск, Анат Кама, Сарман районӗсем.

Мартăн 6-8-мӗшӗсенче – Çырчаллинче. Çырчалли, Тукай, Елабуга, Менделеевск районӗсем кӗреççӗ.

Мартăн 10-11-мӗшӗсенче – Мензелере. Мӗслӗм, Актаныш, Мензеле, Агрыз районӗсем хутшăнаççӗ.

Мартăн 14-15-мӗшӗсенче – Чистай хулинче. Хутшăнакансем: Чистай, Нурлат, Çӗнӗ Шуçăм, Аксу, Элкел, Спас, Алексеевски, Çарăмсан районӗсем.

Мартăн 20-21-мӗшӗсенче – Балтаси хула евӗрлӗ поселокра. Кунта Тюлячи, Саба, Арск, Балтаси, Атня, Çӳлту, Кукмор районӗсем кӗреççӗ.

Мартăн 23-24-мӗшӗсенче – Лайăш хулинче. Пӗтреç, Рыбно-Слободски, Лайăш, Мамадыш районӗсем хутшăнаççӗ.

Мартăн 26-27-мӗшӗсенче – Кивӗ Çӗпрелӗнче. Пăва, Çӗпрел, Кайпăç, Апас, Камско-Устьински, Теччӗ, Тури Услон районӗсем хутшăнаççӗ.

Мартăн 29-30-мӗшӗсенче – Ешӗлвар хулинче. Кунта Ешӗлвар районӗ хăй кăна хутшăнакан.

Зонăри тапхăрта çӗнтернисем фестивалӗн суперфиналне килеççӗ. Вăл апрелӗн 8-12-мӗшӗсенче Хусан Федераллă университетăн «Уникс» культурăпа спорт комплексӗнче иртет. Çӗнтерӳçӗсен ячӗсене яланхи пекех гала-концертра пӗлтерӗç. Кăçал вăл апрелӗн 13-мӗшӗнче «Униксра», унтан апрелӗн 20-мӗшӗнче «Пирамида» культурăпа кану комплексӗнче пулать.

Шучӗпе вунсаккăрмӗш фестиваль хальхинче «Миллионмӗш хутшăнакан» лозунгпа иртет. Ăна палăртнă çӗре, тата çак çулсенче тунă çитӗнӳсен кăтартăвне çирӗплетме сезон тăршшӗпех Тутарстанăн кашни кӗтесӗнче паллă тăвӗç. Тӗрлӗ флешмобсем, тӗрлӗ çулсенче конкурса хутшăннисен, педагогсемпе йӗркелӳçӗсен асаилӗвӗсене çыртарса социаллă сетьсене, массăллă хыпар хатӗрӗсене вырнаçтарма хатӗрленнӗ. Йӗркелӳçӗсем йышăнăвӗпе, кăçал фестивале хутшăнакансене пурне те миллионмӗш конкурсант шутне кӗртеççӗ.  


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(1 голос)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике