Тури Услон качакисем Çӗнӗ çул чăрăшне юратаççӗ

08.02.2018 09:28 | Хусан (Казань) Печать

Тури Услон качакисем Çӗнӗ çул чăрăшне юратаççӗ

Хусанта кăçал Çӗнӗ çулта пӗр чăрăш та сая кайман. Экологсем уявсем иртсе кайнă хыççăн Хусан çыннисене вăрман хăнине çӳп-çап купи çине пăрахас вырăнне Адель Кутуй тата пӗр суту-илӳ центрӗнче йӗркеленӗ ятарлă пунктсене кайса пама сӗннӗ. Çапла 1 тонна таранах чăрăш пухăннă. Вӗсене Тури Услонри Шеланга ялӗнчи фермер Ирек Муртазин хуçалăхӗн качакисене кайса панă. Хӗлле выльăхсене симӗс апат çитмест, качакасем вара йывăç хуппине те хăвармаççӗ. Чăрăш патаккисене те сая ямасть фермер, вӗтетсе çăнăх тăвать те чăхсене, хур-кăвакала парать.  


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике