Театр: мӗншӗн Хусанта, Шупашкарта мар?

09.02.2018 10:17 | ЧНКА хыпарӗсем Печать

Театр: мӗншӗн Хусанта, Шупашкарта мар?

(Константин Малышев). ТАССР Совет аслă театрӗн Хусанти архив фондӗнче пӗр интереслӗ заявлени сыхланса юлнă. Ăна 1918 çулхи январӗн 12-мӗшӗнче çырнă. «Чăваш наци драма искусствине юратакансен кружокӗн» администраторӗ Хусанти милицин 1-мӗш часть пуçлăхне пӗлтерет: «1918 çулхи январӗн 14-мӗшӗнче Хусанти хӗрарăмсен медицина институчӗн çуртӗнче 1-мӗш чăваш спектаклӗ пулать». Алă пуснă: администратор И.Максимов, кружок пайташӗсем – М.Филиппов, П.Порфирьева, А.Осипова, М.Васильев.

Çак датăран чăваш драма театрӗ пуçланать. Халăх юратнă актерсем часах уяв тума Хусана та килсе çитӗç, çав 100 çул каялла лартнă пӗрремӗш спектакле кăтартӗç. Кун çинчен тата нумай йӗрке çырăнӗ-ха.

«Мӗншӗн театр Хусанта йӗркеленнӗ, Шупашкарта мар?» – тесе ыйтма пултарӗç хăшӗсем. Çакна ăнланас тесен историе тӗплӗнрех тишкермелле. Тӗрӗссипе каласан, вăл вăхăтра Шупашкар уес хули кăна шутланнă. Мӗнпур чăваш ӗçӗ Чӗмпӗрпе Хусанта кӗрленӗ: Чӗмпӗрте чăваш шкулӗ, Хусанта «Хыпар» хаçат...

Пăлхав умӗн

1917 çулхи майăн 15-22-мӗшӗсенче Хусанта Атăл тăрăхӗнчи вак халăхсен I съезчӗ иртет. Унта çӗршыв пуласлăхӗ наци пӗрлешӗвӗсенчен тăракан федеративлă патшалăх пулмалла тесе калаçаççӗ. Июнӗн 20-28-мӗшӗсенче чăвашсем Чӗмпӗрте пухăнса халăх пуласлăхне сӳтсе яваççӗ. Çак съезд «Чăваш наци обществи» туса хурать. Чӗмпӗрте, Çӗрпӳре, Шупашкарта, ытти уес хулисенче унăн филиалӗсене йӗркелеççӗ. Общество правленийӗн трибуни Хусанти «Хыпар» хаçат пулса тăрать. Çак пӗрлешӳ пуçарăвӗпе чăваш учителӗсен, чăваш вӗренекенӗсен, чăваш хӗрарăмӗсен союзӗсем йӗркеленеççӗ.

Салтак атти

Октябрьти революци хыççăн Атăл тăрăхӗнчи пысăк гарнизонсенче Чăваш офицерӗсемпе салтакӗсен комитечӗсене туса хураççӗ. 1917 çулхи декабрьте Хусан округӗнчи çар съездӗнче гарнизонсен комитечӗсем Хусанти çар округӗн чăваш комитетне туса хураççӗ. Чăвашсем хастарланнин сăлтавӗ – хамăрăн патшалăха туса хурасси. Анчах ăçта? Çӗршывра лăпкă мар, чăвашсен хушшинче те эссерсемпе большевиксем, хусансемпе чӗмпӗрсем пӗр сăмах тупсах каяймаççӗ.

Автономишӗн

Каласа хăвармалла: 1918 çул пуçламăшӗнче тутар тата пушкăрт представителӗсем территорисенче хăйсен наци йӗркеленӗвӗсене туса хурас тӗлӗшпе ӗçлеме тытăнаççӗ. Хусан, Чӗмпӗр, Самар, Ӗпхӳ, Ӗренпур кӗпернисенче пурăнакан чăваш халăхӗн интересӗсене ку тӳрреммӗн пырса тивнӗ. Çавăнпа та 1918 çулхи январӗн 12-мӗшӗнчен пуçласа февралӗн 2-мӗшӗччен Хусанта Пӗтӗм Раççейри чăваш çар съезчӗ иртет. Унăн тӗллевӗ чăваш автономине туса хурас ӗçе малалла тăсасси. Унта çӗнӗ территори йӗркеленӗвӗн проектне пысăк тимлӗх уйăрнă.

Çак вăхăтра съезда пухăннă çар çыннисем валли кăтартаççӗ те пӗрремӗш чăваш спектакльне. (Сăнӳкерчӗк Чăваш наци музейӗнчен).


 

 


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике