Футбол пулать, селфи – çук

09.02.2018 11:05 | Хусан (Казань) Печать

Футбол пулать, селфи – çук

Футболпа тӗнче чемпионачӗн матчӗсене болельщиксен хăйсемпе пӗрле мӗн-мӗн илсе кӗме юраманнин списокӗ паллă. Ăна FIFA çирӗплетнине аса илтерет «Известия» хаçат.

Çапла вара селфи тума юратакансем, ан манăр: «Хусан-арена» стадиона футбол матчне килетӗр пулсан, селфи-патаксене килӗрте хăварăр, мӗншӗн тесен унпа кӗртмеççӗ е стадионăн камера храненине хуртараççӗ. Енчен те болельщик правилăсене пăхăнмасан, ăна матчран кăларса яраççӗ.

25 сантиметртан вăрăм зонтиксем, фото- тата видеотехника штативӗсем те «хура списокра». Сăлтавӗ – хăрушсăрлăх мери. Мӗнпе çав териех хăрушă-ха селфи-патаксем? Болельщиксен хушшинче çапăçу тухас пулсан, унпа хӗç-пăшал пек усă курас хăрушлăх пур-мӗн. Чăн та, список йăлтах хатӗр мар-ха, унта улшăнусем те пулма пултарнине хыпарлаççӗ йӗркелӳçӗсем. ( И.Тухбатов сăнӳкерчӗкӗ).


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике