Парламент спикерӗ уписене тӗслӗхе тăратать (видео пур)

12.02.2018 06:59 | Çĕпрел (Дрожжановский) Печать

Парламент спикерӗ уписене тӗслӗхе тăратать (видео пур)

Çӗпрел районӗн 2017 çулхи социаллă пурнăçӗпе экономика кăтартăвӗсене пӗтӗмлетнӗ чухне тӗп докладчиксем хыççăн фермер хуçалăхӗн ертӳçи Равиль Бикчуров тата Упи ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Алексей Ярухин сăмах каларӗç. 

Пӗлтӗр Упи тăрăхӗ пысăк тимлӗхре пулчӗ. «Тимӗр министр» Петр Дементьев 110 çуллăхне уявлассине республика шайне çити çӗклесе Çӗпрел районӗ питӗ тӗрӗс турӗ. Яла нихçан пулман инвестицисем килчӗç. Асфальтлă çул сарăлни, музей уçăлни кăна мӗне тăрать.

Патшалăхăн çакнашкал тӗревне туякан уписем хăйсем те маххă памаççӗ. Чиркӳ çӗклесе лартрӗç, ял историйӗпе кӗнеке кăларчӗç, самообложени укçине те вăхăтлă пуçтараççӗ.
Ял хутлăхӗнче 1050 çын пурăнать. Нумайăшӗ пӗлтӗр килте выльăх усрама тытăннă. Çакă уписене районта кăна мар, республикăра та мала кăларать пулмалла. Пухăва хутшăннă Фарид Мухаметшин, нумай районта пӗтӗмлетӳ сессийӗсене хутшăннăскер, çакна илтсен хӗпӗртенине пытармарӗ. 

»Кунта вырăнти администраци тăрăшнисӗр мар, паллах, вăл кашни çынпа хăй тӗл пулса калаçнă. Унсăрăн пулмасть. Пӗр çул ӗне усрамарӗ-тӗк ял çынни, ăна çак ӗçе çӗнӗрен тытăнма ниепле те ӳкӗте кӗртейместӗн», – терӗ Патшалăх Канашӗн Председателӗ. 

ПӗлтӗрУпи ял хутлăхӗне кӗрекен ялсенче пурӗ 6 çӗн çурт лартнă. Иртнӗ çулсенчипе танлаштарсан та кăтарту çав чамапа тан пырать. Кăçал уписем самообложени укçине шыв кӗртнӗ çӗре яма калаçса татăлнă. 
Хӗл хута уписем 4-5 йӗлтӗр ăмăртăвӗ ирттереççӗ. Культура çурчӗн 2-мӗш хутӗнче таврапӗлӳ музейӗ уçма та тӗллев пур вӗсен. 
А.Наумов сăнӳкерчӗкӗ
К.Малышев видеовӗ


Константин Малышев


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике