Эпир Сталинграда манман

13.02.2018 09:58 | Аксу (Аксубаевский) Печать

Эпир Сталинграда манман

(Людмила Глазкова). Совет çарӗсем фашистсене Сталинград патӗнчи çапăçусенче (1942 çулхи июлӗн 17-мӗшӗ – 1943 çулхи февралӗн 2-мӗшӗ) çапса аркатнăранпа 75 çул çитнӗ ятпа февраль пуçламăшӗнче пӗтӗм Раççейӗпех «200 минутлă вулав: Сталинграда халалласа» акци иртрӗ.

Кивӗ Илтрекьел библиотекинче те асăннă акцие хутшăнса мероприяти ирттерчӗç: ялти шкулта 4-мӗш класра вӗренекенсем Е.Ильинан «Четвертая высота» кӗнекин уйрăм сыпăкӗсене вуларӗç.  Чи малтанах библиотекарь ачасене Елена Ильина çыравçă çинчен тӗплӗн каласа пачӗ, унтан асăннă кӗнеке еплерех çуралнипе паллаштарчӗ. Ку кӗнекери сюжетсене шутласа кăларман, чăн пурнăçран илнӗ, тӗп сăнар Гуля Королева Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăнса Сталинград патӗнчи çапăçусенче пуç хунă.

Кӗнекери сыпăксене вуласа тухсан ачасем ăна сӳтсе яврӗç. 4-мӗш класра вӗренекенсем ырă кăмăллă, тимлӗ, хăюллă, кӗрешме пӗлекен  хӗрача пирки хӗрӳллӗн калаçрӗç. Вăл кӗске, анчах паттăр пурнăç пурăнса ирттернӗ. Тăван çӗршыва чунтан юратни, хуть мӗнле лару-тăрура та çынлăх пахалăхӗсене мала хурасси – ак унăн пурнăçри тӗллевӗсем.

Кӗнеке ачасенчен кашнинех хумхантарчӗ. Нумайăшӗ ăна пуçламăшӗнчен тытăнса вӗçне çитичченех вуласси килни пирки пӗлтерчӗ.  Асăннă кăларăм пирки ятарлă стенд йӗркелени ачасене унпа тата та тарăнрах паллашма май пачӗ. Çавăн пекех «Эсӗ асра тата чӗрере, Сталинград!» кӗнекесен куравӗ те пуриншӗн те интереслӗ пулчӗ. 


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(1 голос)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить