ЧНКА хыпарӗсем

  • Мартăн 8-мӗшӗпе саламлатпăр!

    Мартăн 8-мӗшӗпе саламлатпăр!

    Хисеплӗ аннесем, аппасемпе йăмăксем, асаннесемпе кукамайсем, кинсемпе инкесем, пăянамсемпе тăхлачăсем, арăмсемпе хӗрпикесем, пирӗн çумри хисеплӗ те хаклă хӗрарăмсем! Пирӗн аслă халăха тăванлăх туйăмӗ вăйлă пӗрлештерсе тăрать. Вăл пуррипе эпир несӗлсенчен...

    Прочитано:1986 раз 2
    07.03.2017 23:25 ЧНКА хыпарӗсем
  • Тӗнчери чи пӗчӗк хӗрарăм Индире пурăнать

    Тӗнчери чи пӗчӗк хӗрарăм Индире пурăнать

    Тӗнчери чи лутра пӳллӗ хӗрарăм – эпир пӗчӗк çынсем пирки калама хăнăхнă пек «метр с кепкой» мар, – пукане пысăкăш. Унăн пӗвӗ икӗ çулти ачанни пек. Сăнпа чăн-чăн дюймовочка – Джиоти Амге.

    Вăл Индири Нагпур хулинче 1993 çулта çуралнă....

    Прочитано:1226 раз 0
    07.03.2017 15:31 ЧНКА хыпарӗсем
  • Хваттерӗ пур, пуçӗ ыратмасть

    Хваттерӗ пур, пуçӗ ыратмасть

    Анчах, килӗшмесен – хӳме урлă вӗçӗн... Çапла каласа асăрхаттарма пулать ун патне евчӗ яракан каччăсене. Хӗрарăмсене вырăссем «слабый пол» теççӗ. Çапах та Украинăра пурăнакан Нина Геря 120 килограмлă чула таçта çити ывăтса янине курнă...

    Прочитано:856 раз 0
    07.03.2017 14:10 ЧНКА хыпарӗсем
  • Пурăннă тет Хӗветӗр, эсир ăна пӗлетӗр-и?

    Пурăннă тет Хӗветӗр, эсир ăна пӗлетӗр-и?

    Мартăн 8-мӗшӗ тӗлне чи пысăк çитӗнӳ тунă хӗрарăмсем çинчен çырсан вырăнлă пек. Тӗнчипе чи нумай ача çуратнă хӗрарăм Шуя хресченӗн Федор Васильевăн пӗрремӗш арăмӗ...

    Прочитано:1228 раз 0
    07.03.2017 13:37 ЧНКА хыпарӗсем
  • Чăваш кинӗ летчик-космонавт 80 тултарчӗ

    Чăваш кинӗ летчик-космонавт 80 тултарчӗ

    Тӗнчере космоса вӗçнӗ хӗрарăмсем сахал мар, анчах та вăл яланлăхах пӗрремӗш хӗрарăм-космонавт пулса юлать. Валентина Терешкова Ярославль облаçӗнче Аслă Масленниково ялӗнче 1937 çулта, мартăн 6-мӗшӗнче çуралнă. Парашютран сикессипе аппаланнă ткачиха...

    Прочитано:1277 раз 1
    06.03.2017 10:20 ЧНКА хыпарӗсем
  • Пысăк Шадрикова пысăк ят

    Пысăк Шадрикова пысăк ят

    Тӗлӗнмелле хыпарсемпе тулать юлашки кунсенче интернет. Паян кăна  Алексей Шадриков юрăçа «Чăваш Республикин культура тава тивӗçлӗ ӗçченӗ» хисеплӗ ята пани çинчен пӗлтӗмӗр. Çакăн çинчен калакан хушăва ЧР Пуçлăхӗ Михаил Игнатьев мартăн...

    Прочитано:1859 раз 0
    03.03.2017 22:18 ЧНКА хыпарӗсем
В Республике