Пӳркелӗнче «Тăхăрьял шăпчăкӗ» конкурс иртӗ

25.04.2017 17:47 | Пăва (Буинский) Печать

Пӳркелӗнче «Тăхăрьял шăпчăкӗ» конкурс иртӗ

Апрелӗн 28-мӗшӗнче 12.00 сехетре Пăва районӗнчи Пӳркел ялӗнчи Культура керменӗнче «Тăхăрьял шăпчăкӗ» юрăсен конкурсӗ пулать. Унта ытларах шкулта вӗренекенсем хутшăнаççӗ. Çак конкурса Элшелӗнчи вăтам шкул директорӗ пулнă Владимир Афанасьев пуçарăвӗпе 2005 çултанпа ирттерме тытăннă. Иртнӗ çул «Тăхăрьял шăпчăкӗ» Элшелӗнче пулнă, вăл конкурса Пӳркел хӗрӗ Инна Хлынова çӗнтtрнипе кăçал конкурсантсене пӳркелсем йышăнӗç. Конкурсра жюри членӗсем юрлама пӗлнине кăна мар, чăваш тумне хисепленине те хаклӗç. Çамрăк юрлакансем çак конкурса хутшăнас тесен хăйсен заявкисене Этот e-mail адрес защищен от спам-ботов, для его просмотра у Вас должен быть включен Javascript электронлă адреспа ярса памалла. Унта хăйӗн хушамачӗпе ятне, миçемӗш класра, хăш шкулта вӗреннине тата çыхăну телефонӗн номерне çырса пӗлтермелле. 
Шăпах «Тăхăрьял шăпчăкӗ» хальхи вăхăтра «Дуняша стайл» ушкăнра юрлакан Наташа Дмитриевашăн эстрадăри пӗрремӗш çӗнтерӳ трамплинӗ пулнине те палăртас килет. Çакна шута илсен конкурс пӗлтерӗшӗ сцена çинче пӗрремӗш утăмсем тăвакан ачасемшӗн питӗ пысăк пулни каламасăрах паллă. 


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(1 голос)

комментарии  

 
#2 Малышев Константин 04.05.2017 09:26
Ырлатăп! Ăна республика шайӗнче те ирттерме пулать. Анчах та кунта тӗп ыйтусенчен пӗри – ачасене илсе çитересси пулса тăрать пулмалла. Закон тăрăх, вӗсене çутă кун вăхăтӗнче çеç çулсемпе илсе çӳреме юрать, йăнăшмастăп пулсан. Конкурсантсене апатлантарас ыйтăва, лайăх ыйтсан, вырăнтисем татса парӗç тейӗпӗр. Анчах республика шайӗнчи парнесем пысăкрах пулмалла. Жюрире те ятлă музыковедсем лармалла, паллах. Кунта спонсорсем кирлӗ. Агрофирмăпа кăна татăлса пӗререйместпӗр тесе шутлатăп.
Çапах та Грант çырса пăхма юрать пек. Çырмалла та.
Цитировать
 
 
#1 Альбина Петровна 03.05.2017 22:34
"Тăхăрьял шăпчăкĕ" конкурса Республика шайĕнче ирттерсен аван пуллмалла пек туйăнать. Хусана чăваш учителĕсен пĕлĕве ÿстермелли курссене кайсан проект ĕçĕ "Проект сценария внеурочной деятельности "Тăхăрьял шăпчăкĕ" тунă май çак ыйтăва та хускатнăччĕе.
Элшел шкулĕн вĕрентекенĕ Альбина Петровна. Çак шухăша эсир мĕнле пăхатăр?
Цитировать
 

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике