Республика кунӗ тӗлне парне

29.08.2017 17:13 | Çĕпрел (Дрожжановский) Печать

Республика кунӗ тӗлне парне

ТР Культура министрӗ Айрат Сибагатуллин пӗлтернӗ тăрăх, Республика кунӗ тӗлне Тутарстанра 900 ытла мероприяти планланă, вӗсенчен чи савăнăçли – тӗрлӗ районта çӗнӗ 11 культура объектне уçасси. Çав шутра чăваш ялӗсенче те.

Августăн 26-мӗшӗнче «Ял клубӗсен строительстви» программăпа Аксу районӗнчи Унтакшăра 50 вырăнлă нумай функциллӗ центра уçрӗç пулсан, августăн 29-мӗшӗнче республикăн тепӗр кӗтесӗнче, Çӗпрел районӗнчи Кӗçӗн Упире, харăсах икӗ уяв иртрӗ. Кунта çӗнӗ фельдшерпа акушер пунччӗпе Центральная урамри тӗпрен юсанă ача садне уçрӗç.

Социаллă пӗлтерӗшлӗ çак объектсене те Президент программипе лартнă-мӗн. Хаваслă мероприятие район ертӳçи А. Шадриков, РФ Патшалăх Думин тата ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗсем Ильдар Гильмутдиновпа Ринат Гайзатуллин хутшăнчӗç. Шăпах вӗсем касрӗç те хӗрлӗ хăюсене. Сăмах май, çӗнӗ ФАП 347 çын пурăнакан ( вӗсенчен 83-шӗ ачасем, 60-шӗ аслă çулти çынсем), район центрӗнчен аякра вырнаçнă ялшăн калама çук пысăк парне. Чирлес-тăвас пулсан пулăшу самантрах çитӗ халӗ.


 


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(1 голос)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике