Санран, манран, пиртен килет!

06.09.2017 19:19 | Çĕпрел (Дрожжановский) Печать

 Санран, манран, пиртен килет!

Çак пултаруллă та маттур хӗрарăм Наталия Куракина. Вăл Çӗпрел районӗнчи Кивӗ Упи шкулӗн вӗрентекенӗ. Шкулта ӗçленипе пӗрлех çамрăк ăрăва халăх ăсталăхне хăнăхтарать. Вăл тăрăшнипе кунта ял ачисем валли пир тӗртмелли мастерской уçнă. Халӗ хӗр ачасем кăна мар, арçын ачасем те пушă вăхăт тупăнсанах пир станӗсем патне чупаççӗ. Наталия Куракина хăй те анне, ун çинчен тӗплӗнрен http://nechkebil.ru/archives/portfolio-item/natalia-kurakina ссылкăпа кӗрсе пӗлме пулать. Наталия республика шайӗнчи пӗр конкурсран та, мероприятирен те юлмасть. Хальхи вăхăтра «Нечкэбил» çемье конкурсне хутшăнать. Хисеплӗ ентешсем, йăхташсем айтăр-ха, ăна финала çитме пулăшар. Кун валли унăн интернет-сасăлав тапхăрӗнче çӗнтермелле. Республикăра мӗнле пултаруллă чăваш хӗрарăмӗсем пуррине тӗнчене кăтартар! Уншăн http://nechkebil.ru/participants сыссăлкăпа кӗрсе сасăламалла!

 

 


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике