Кун хыççăн кун

20.10.2017 09:55 | Хусан (Казань) Печать

Кун хыççăн кун

Октябрь, 21
Хӗвел: тухать – 6.26, анать – 16.28, кун тăршшӗ – 10.02. Уйăх: тухать – 7.46, анать – 17.37.
Уйăх календарӗпе – 3-мӗш кун. Ума лартнă тӗллевсене пурнăçлас шанăç пысăк, те­вет­келленме хăрамалла мар.
Çак кун çуралнă: Никита Михалков (1945).

Октябрь, 22
Хӗвел: тухать – 6.29, анать – 16.26, кун тăршшӗ – 9.57. Уйăх: тухать – 8.54, анать – 18.02.
Халăхсен хушшинчи тытăн­чăклă калаçакансен кунӗ.
Халăхсен хушшинчи хуня­ма кунӗ.
Уйăх календарӗпе – 4-мӗш кун. Палламан çынсене шан­малла мар, хăвăрăн вăрт­тăнлăхсене те пурне те каласа памалла мар.

Октябрь, 23
Хӗвел: тухать – 6.31, анать – 16.24, кун тăршшӗ – 9.53. Уйăх: тухать – 10.00, анать – 18.32.
Халăхсен хушшинчи шкул библиотекисен кунӗ.
Раççейре реклама ӗçче­нӗ­сен кунӗ.
Уйăх календарӗпе – 5-мӗш кун. Ăс-тăн ӗçӗшӗн ăнăçлă кун. Эмоцисене хăвăрта тытăр.
Çак кун çуралнă: Пеле (1940).

Октябрь, 24
Хӗвел: тухать – 6.33, анать – 16.21, кун тăршшӗ – 9.48. Уйăх: тухать – 11.00, анать – 19.09.
ООН кунӗ.
РФ Хӗç-пăшаллă Вăйӗсен спецназ подразделенийӗсен кунӗ.
Уйăх календарӗпе – 6-мӗш кун. Профессире по­зи­ци­сене çирӗплетме май пур, до­кументсемпе çыхăннă ый­ту­сене татса пама ăнăçлă тапхăр.

Октябрь, 25
Хӗвел: тухать – 6.35, анать – 16.19, кун тăршшӗ – 9.44. Уйăх: тухать – 11.54, анать – 19.53.
РФ таможенник кунӗ.
Раççейре кабель промыш­ленноçӗн ӗçченӗсен кунӗ.
Уйăх календарӗпе – 7-мӗш кун. Кăткăс, яваплă ӗçсенчен хăрамалла мар, хытă тăрăшсан пӗтӗмпех аван пулать.
Çак кун çуралнă: Тамара Се­мина (1938).

Октябрь, 26
Хӗвел: тухать – 6.37, анать – 16.17, кун тăршшӗ – 9.40. Уйăх: тухать – 12.41, анать – 20.44.
Раççейре хутсăр кун.
Уйăх календарӗпе – 8-мӗш кун. Тӗлпулу, çулçӳрев, çӗнӗ ӗç – пӗтӗмпех ăнать.

Октябрь, 27
Хӗвел: тухать – 6.39, анать – 16.15, кун тăршшӗ – 9.36. Уйăх: тухать – 13.21, анать – 21.42.
Уйăх календарӗпе – 9-мӗш кун. Каçпа пысăк калаçу пуç­ламалла мар.
Çак кун çуралнă: Николай Ка­раченцов (1944), Ванесса Мэй­ (1978).


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике