Тăван чӗлхене вӗренмелле е çук?

05.11.2017 08:44 | Хусан (Казань) Печать

Тăван чӗлхене вӗренмелле е çук?

 

 (Ирина Кузьмина).Тăван чӗлхене шкулта вӗренесси тавра пыракан тавлашусем Тутарстанри пек урăх ниçта та хӗрӳ иртмеççӗ пулмалла. Хăйӗн наци интересӗсене хӳтӗлеме пултаракан тата пӗлекен регион пулнине кăтартать вăл. Тутарсем Президентран пуçласа ахаль çынсем таранах тăван чӗлхе  хӳттине тăчӗç. Тата ăçта иртрӗ-ха «Шăплăх сехечӗ» пек масштаблă акци?

Октябрӗн 26-мӗшӗнче ТР Патшалăх Канашӗн республикăра патшалăх чӗлхисене вӗрентес ыйтăва халалланă 33-мӗш ларăвне те акă, вăхăтлăха чарчӗç. ТР Президенчӗ Р.Минниханов патшалăх чӗлхисен вӗрентӗвӗн ыйтăвӗпе РФ Вӗрентӳпе наука министерствипе калаçусем пынине  пӗлтернӗччӗ ун чух. Ку ыйтура кирлӗ йышăну тăвассине ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин та пӗрре мар палăртнăччӗ. Мӗнле йышăну патне килсе тухнине ноябрӗн 8-мӗшӗнче пӗлӗпӗр, мӗншӗн тесен Тутарстан парламенчӗ хăйӗн 33-мӗш ларăвне çав кун малалла тăсать. Йышăнăва чăвашсем эпир те чăтăмсăр кӗтетпӗр, республикăри хăш-пӗр чăваш ялӗсенчи ашшӗ-амăшӗсем те чăваш чӗлхине мар, вырăс чӗлхине тăван чӗлхе тесе заявлени çыракансем пулчӗç-çке. Шел пулин те, ку хальлӗхе чăваш чӗлхи учителӗсен чун хурланăвӗ кăна пулни сисӗнет, мӗншӗн тесен ТР Патшалăх Канашӗнче ларакан депутатсем те, ТР ЧНКА Канашӗ те ку енӗпе йăшăлтатни курăнмасть-ха. (Сăнӳкерчӗк gov.cap.ru сайтран).


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(1 голос)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике