Эпир килте, хăнара мар

05.11.2017 10:23 | Хусан (Казань) Печать

   Эпир килте, хăнара мар

 

Ӗнер Халăхсен пӗрлӗхӗн кунӗнче Хусанта М. Джалиль ячӗллӗ оперăпа балет театрӗнче «Пирӗн кил – Тутарстан» этнофестивалӗн гала-концерчӗ пулчӗ. Ăна Тутарстан Конституцийӗн 25 çуллăхне халалланăччӗ. Сцена çине республикăн тӗрлӗ кӗтесӗнчен килнӗ 900 ытла çын тухрӗ. Вӗсене пурне те  фестивалӗн зонăри тапхăрӗсенче пултаруллисенчен те пултаруллисене суйласа илнӗ. Чăвашсенчен Хусанти «Салам» фольклор ансамблӗ тата Хусанти чăваш вырсарни шкулне çӳрекен ултă çулти София Чаркина хутшăнса фестиваль лаурачӗсем пулчӗç.

  ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин Тутарстан Президенчӗн Рустам Миннихановăн саламне вуласа панă хыççăн 2017 çулта республикăна аталантарма пай кӗртнисене патшалăх наградисемпе тата Тав çырăвӗсемпе наградăларӗ. (С.Садыкова сăнӳкерчӗкӗ).


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(1 голос)

комментарии  

 
#1 Виталий Никитич 07.11.2017 07:03
Хăнара-и, ĕçре-и
Шоу бизнесĕ çÿлте.
Юрă-ташăра куратри
Шоу бизнесĕ ĕçре.
Мĕншĕн-ха чĕлхе тавра
Курăнмасть çав мыскара?
Укçисем ÿсмеç ара -
Тупсăм мĕн-тĕр ак кунта.
Саудитсенĕн патшин,
Пуртăр-тăр тата укçи:
Пĕрле савса юрлар-и,
Вăл пире те курмĕ-и?
Чăвашла сăмах çапсан
Памĕ-ши укçа вăрçса?
Цитировать
 

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике