Тутарстан UNAIDSа кӗнӗ пӗрремӗш регион

30.11.2017 09:52 | Хусан (Казань) Печать

Тутарстан UNAIDSа кӗнӗ пӗрремӗш регион

Тутарстан ООНăн СПИДа хирӗç кӗрешмелли тата профилактика UNAIDS программине кӗнӗ пӗрремӗш Раççей регионӗ пулчӗ. Кун çинчен ӗнер Лондонра ТР Президенчӗ Рустам Минниханов тӗнчери чи пысăк «Глаксосмитклайн» (GSK) фармацевтика компанийӗн ертӳçисемпе калаçса татăлнине пӗлтерет республика ертӳçин пресс-служби.

GSK ертӳçисем пӗлтернӗ тăрăх, ку программăна пӗтӗмпе тӗнчери чи пысăк 50 хула кӗнӗ, анчах вӗсен шутӗнче хальччен Раççейри пӗр регион та, хула та пулман-ха. Çавăнпа ку енӗпе çыхăну йӗркелеме сӗннӗ те вӗсем Тутарстан лидерне. Рустам Минниханов сӗнӗве ырласа программăпа лайăхрах паллашас тӗллевпе республикăра ӗç ушкăнӗ йӗркелеме хушнă.

«Глаксосмитклайн» компани Тутарстаншăн хальччен пӗлмен комани мар, вăл Хусанти СПИДа хирӗç кӗрешекен центрпа тахçантанпах çыхăну тытать, кунсăр пуçне  ТР Сывлăх сыхлав министерстви енӗпе препаратсем кӳрет, медучрежденисенче тӗпчевсем ирттерет.

Тӗлпулура çаплах клиника тӗпчевӗсем, распираторлă чирсене сиплес, регионта производствăна пӗр вырăна пухас тата медицина кадрӗсене хатӗрлес енӗпе пӗрле ӗçлессине те сӳтсе явнă. 


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике