«Манăн проект – манăн халăха» конкурс çӗнтерӳçисем

25.12.2017 13:51 | ЧНКА хыпарӗсем Печать

«Манăн проект – манăн халăха» конкурс çӗнтерӳçисем

Декабрӗн 21-22-мӗшӗсенче республикăри шкул ачисен хушшинче иртнӗ «Аталан» наци вӗрентӳ форумӗнче ачасем «Манăн проект – манăн халăха!» проектсен конкурсне тăратнă ӗçӗсене те хӳтӗлерӗç. Палăртса хăварар, унта пӗтӗмпе 37 чăваш ачи хăйӗн проектне янă. Жюри конкурса пӗтӗмлетсе çӗнтерӳçӗсем çаксем тесе йышăнчӗ:

Ксения ИЛЮХИНА (10-мӗш класс, Аксу районӗ, Савгачево шкулӗ. Проект ячӗ «Эсир паттăр пуласшăн-и?» (компьютер вăййи);

Анна НИКИФОРОВА (9-мӗш класс, Аксу районӗ, Савгачево шкулӗ. Проект ячӗ «Чăваш ачине – чăвашла мультфильм»);

Виталий ВАСИКОВ (8-мӗш класс, Аксу районӗ, Кивӗ Саврăш шкулӗ. Проект ячӗ «Виртуаллă музей»);

Вадимпа Игорь ИГНАТЬЕВСЕМ (9-мӗш класс, Алексеевски районӗ, Чăваш Майни шкулӗ. Проект ячӗ «Çăлкуç» çуллахи палаткăллă лагерь»);

Тамара НИКОЛАЕВА, Людмила РЕДЮКОВА , Мария ВАСЮТКИНА ( 9, 10, 9-мӗш классем, Çарăмсан районӗ, Çӗнӗ Йӗлмел шкулӗ. Проект ячӗ «#Янра_чăваш_чӗлхи!»);

Эвелина ТОРГАШОВА (7-мӗш класс, Теччӗ районӗ, Пухтел шкулӗ);

Вероника КУДРЯШОВА (7-мӗш класс, Апас районӗ, Азбаба шкулӗ. Проект ячӗ «Управçă (оберег) пукане»;

Кристина ФОМИНА (8-мӗш класс, Теччӗ районӗ, Çармăс шкулӗ. Проект ячӗ «Сывлăхран хакли çук».).

Çӗнтерӳçӗсене ТР ЧНКА çумӗнчи чăваш çамрăкӗсен «Аталан» пӗрлешӗвӗ парнепе чыслать, конкурса хутшăннисене пурне те Диплом парать.

 

 


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

комментарии  

 
#1 Кристина 25.12.2017 15:26
Дипломсене ӑҫтан илме пулать?
Цитировать
 

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить